«Тутарстан Чăваш пики – 2021»: юбилейлă конкурс асра юлмалла иртрӗ
«Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн 20 çулхи историйӗн чи хумхануллă саманчӗсен, çӗнтерӳçисен сăнӳкерчӗкӗсене экран çинче кăтартсан, залра ларакансем хăйсем те шухăшпа çав вăхăтсене таврăнчӗç. Ку истори пирӗн куç умӗнче çырăннă-çке. Ытти çулсенчи «Тутарстан чăваш пики» тата «Раççей чăваш пики» конкурссен тӗп титулӗпе тӗрлӗ номинацийӗсене тивӗçнӗ мӗнпур пикене аса илчӗç çав кун, халӗ ӗнтӗ вӗсенчен чылайăшӗ çемьеллӗ, хăйсем ачасем ӳстереççӗ.
Тутарстансем чăваш çырулăхӗн 150 çулне, Чăваш чӗлхи кунне асра юлмалла паллă турӗç. Пӗр кун маларах, апрелӗн 24-мӗшӗнче, Хусанти Туслăх Çуртӗнче «Тутарстан Чăваш пики» X республика конкурсӗн финалӗ иртрӗ. Хусан, Çырчалли, Анат Кама хулисенчен тата районсенчен 12 пике «Чи пултарулли, чи илемли» ятшăн тупăшрӗ. Жюри конкурсанткăсене сăн-пит илемне кăна мар, сцена çинче хăйне тыткаланине, пултарулăхне тата чăвашла мӗнле калаçнине пăхса хакларӗ.
X юбилейлă конкурсра кăмăллă кӗтменлӗхсем нумай хатӗрленӗччӗ йӗркелӳçӗсем, тӗп тӗллевӗ вара – тăван чӗлхене, культурăна сыхласа хăварасси – улшăнмарӗ. Тӗрӗссипе, урăхла пулмалла та мар. Тăван чӗлхесемпе халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче кун çинчен тепӗр хут аса илтерни нихçанхинчен те вырăнлăрах. Конкурса та акă «Вӗçен кайăксен туслăхӗ» легендăпа (авторӗ «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова) пуçлани ахальтен марччӗ. Нумай нациллӗ республика, çак легендăри шăпчăксем евӗр, халăхсен пӗрлӗхӗпе вăйлине ăнлантарчӗ вăл.
ТР ЧНКА хастарӗсем, ун чухне «Сувар» хаçатра ӗçленӗ Сильвия Чаркина тата ыттисем 2002 çулта пуçарнă, икӗ çулта пӗрре иртекен çак илемлӗ конкурс халӗ Тутарстан чăвашӗсен брендне, чи кӗтнӗ уявне çаврăннине çирӗплетсех калама пултаратпăр. Вăл çулран-çул илемленсе, вăйланса кăна пырать. Шутласан, пӗрремӗш «Чăваш пики» конкурс çулӗнче çуралнă хӗрпӗрчисем тăчӗç-çке сцена çинче хальхинче.
«Тутарстан чăваш пики» конкурсăн 20 çулхи историйӗн чи хумхануллă саманчӗсен, çӗнтерӳçисен сăнӳкерчӗкӗсене экран çинче кăтартсан, залра ларакансем хăйсем те шухăшпа çав вăхăтсене таврăнчӗç. Ку истори пирӗн куç умӗнче çырăннă-çке. Ытти çулсенчи «Тутарстан чăваш пики» тата «Раççей чăваш пики» конкурссен тӗп титулӗпе тӗрлӗ номинацийӗсене тивӗçнӗ мӗнпур пикене аса илчӗç çав кун, халӗ ӗнтӗ вӗсенчен чылайăшӗ çемьеллӗ, хăйсем ачасем ӳстереççӗ. Çавах та Çырчаллинчи Елена Григорьева (2008), Нурлатри Екатерина Сапожникова (2008), Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнчи Ксения Романова (2016), Аксу районӗнчи Кивӗ Саврăш ялӗнчи Марина Кудряшова, Çырчаллинчи Василина Романова (2017), Элмет районӗнчи Клемтел ялӗнчи Карина Туктамышева (2018) сцена çине тухни уява тата илемлӗрех турӗ. Çӗнтерӳçӗсене суйласси хуть хăш çул та тавлашуллă, çавах та жюрин йышăнăвӗ тӗрӗс пулнине çак пикесем çине пăхса ӗненетӗн. Вăхăт иртнӗçемӗн тата чиперленнӗ вӗсем. ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçин Константин Яковлевăн: «Чи чипер чăваш хӗрӗсем Тутарстанра çуралаççӗ», – тенӗ сăмахӗсемпе мӗнле килӗшмӗн-ха?!
«Тутарстан чăваш пики» конкурса республикăри чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те юратаççӗ. Çавăнпа сумлă хăнасем çуллен йышлă. Хальхинче те сахаллăн марччӗ: ТР Президент Аппарачӗн наци политикипе ӗçлекен управленийӗн тӗп канашçи Марина Иванова, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев, ТР Аслă сучӗн судйи Александр Огонев, Çӗпрел район администрацийӗн пуçлăхӗ Марат Гафаров, Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, ТР Халăхсен Çамрăксен ассамблейин председателӗ Тимур Кадыров, ЧНК президенчӗн пулăшуçи Эльвира Казакова.
Юбилейлă илем конкурсне, унăн йӗркелӳçисемпе конкурсанчӗсем валли ЧР Пуçлăхӗ Олег Николаев тата ЧР Хӗрарăмсен канашӗн ертӳçи Наталья Николаева ятарласа видеосалам хатӗрленӗ, РФ Патшалăх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Анатолий Аксаков саламлă телеграмма янă. Куракансемшӗн çаксем кӗтменлӗх пулчӗç, конкурсăн çӳллӗ шайне кăтартрӗç. Питӗ ăшă сăмахсем каларӗç вӗсем. Конкурсанткăсене пурне те ЧР Пуçлăхӗн ятлă сехетне парнелерӗç. ЧР Пуçлăхӗн тата ЧНК председателӗн, хамăр ентешӗн Николай Угасловăн ятарлă парнине Эльвира Казакова çитерчӗ.
Çапах та уявăн тӗп геройӗсем хăнасем мар – конкурсанткăсем. Юбилейлă конкурсăн тӗп титулне çӗнсе илесси кăçал та çăмăл пулмарӗ. Вӗсем «Сувар пики» онлайн-конкурс тата районсенчи тапхăрсенче çӗнтернисем. Урăхла каласан, пултаруллисенчен те пултаруллисем. Жюрие çӗнтерӳçе палăртма кăçал çав тери йывăр пулассине тухьяллă, чăваш тумӗллӗ, пӗринчен тепри хитре конкурсанткăсем зал тăрăх пынă пӗрремӗш самантранах курăнчӗ. Хальхи хӗрсем, 20 çул каяллахисемпе танлаштарсан, колхоз хирӗнче гектарӗ-гектарӗ чӗкӗнтӗр çумласа ӳсмен. Тӗрлӗ çӗре çӳресе пултарулăха аталантарнă, хăш-пӗри тӗрлӗ конкурс-ăмăртура çитӗнӳсем те тума ӗлкӗрнӗ. Калăпăр, Пăва районӗнчи Пӳркел пики Валентина Юркина «Ритм» ташă ушкăнӗн солистки, район, республика конкурсӗсен темиçе хутчен çӗнтерӳçи. Кашни пике питӗ тӗплӗн хатӗрленнӗрен сцена çинче хумханнипе сăмахсене манса каякан пулмарӗ. Калăн, сцена çинчех çуралнă вӗсем.
Конкурсанткăсем чун витмелле сăвă-юптару каларӗç, ташларӗç, гитара каласа юрлакансем те пулчӗç. Пӗр сăмахпа, пурте çӗнтерме килнӗ. Тутлă апат-çимӗç пӗçерсе хитре презентацилеме те, тӗрлӗ темăпа тивӗçлӗ хурав пама та ăста. Кашни конкурсанткăн тӗрев параканӗсем мӗне тăраççӗ тата! Анат Кама районӗнчи Кивӗ Уратьма пикине Оксана Ситривановăна çемйи, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни пикине Жанна Паишевăна хăй вӗренекен Хусанти педучилищӗрен студентсем, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Юлия Погодкинăна мӗнпур шкул ачи пулăшма килнӗ. Кашни хӗрӗн визитки хăй пӗр спектакль тейӗн. Нурлат пикипе Анастасия Павловăпа акă «Нурлат-информ» телекомпани унран «интервью» илсе паллаштарать. Чистай районӗнчи Анат Кăтрата пики Виктория Егорова патне Культура çурчӗн артисчӗсем «хăнана» килеççӗ тата ытти те.
Конкуренци чăнах та çав тери пысăк. Жюрире (вӗсем икӗ йышпа пулчӗç кăçал: пӗрремӗшӗ – ЧНКЦ ертӳçисемпе представителӗсем, иккӗмӗшӗ – тӗрлӗ çӗртен килнӗ никама пăхăнман жюри) хальхинче арçынсем йышлă пулсан та, хаклавăн тӗп критерийӗ хӗрсен сăн-пичӗ мар, чăвашла яка калаçасси, пултарулăхӗ пулчӗ. Çавăнпа пӗр кашăк шывпа çăтса ямалăх хӳхӗм хăш-пӗр хӗре чăвашла тикӗсех калаçманни тӗп титула çӗнсе илме чăрмантарчӗ те.
Çавах та конкурс вăл конкурсах, кунта çӗнтерӳçӗсем шутлă. Жюри канашланă хушăра куракансене Хусанти пӗчӗк çăлтăрсем Стефанийăпа София Чаркинасем, «Шану» этно-джаз ушкăнӗн солистки Вера Кожеманова, Хусанти Туслăх Çурчӗн «Ӗмӗт» вокал ушкăнӗ тата «Мирас» инструмент ансамблӗ, Хусанти академи лицейӗн тата Туслăх Çурчӗн педагог-хореографӗ Галина Семенова чăвашла ташласа савăнтарчӗç.
Конкурса нумай çул пӗр улшăнмасăр, çав тери килӗшӳллӗ те илемлӗ ертсе пыракан Джулия Ильдияровăпа Дмитрий Глухов пирки те асăнмасăр хăварма май çук. Вӗсем чăнах та маттур та пултаруллă конферансьесем. Мероприятие йӳн пафоспа çӳпӗлемеççӗ. Вӗсен сассинче Тутарстан чăвашӗсен илемлӗ калаçăвӗ, менталитечӗ.
Юбилейлă X конкурс чăнах та çӗнӗлӗхсемпе палăрчӗ. Тӗп йӗркелӳçӗсенчен пӗри, яланхи спонсорӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова ятарласа конкурс валли статуэтка, тухьяллă чăваш хӗрӗн силуэтне – шутласа тупса хăй шутӗнчен хатӗрленӗ. Кун пекки хальччен пӗр регионта та пулман-ха. Малашне статуэтка «Тутарстан Чăваш пики», тен, «Раççей Чăваш пикин те», тӗп палли пуласси иккӗленӳллӗ мар. Конкурс юбилейлине кура, ТР Халăхсен ассамблейин, Туслăх Çурчӗн, ЧНК Хисеп хучӗсене нумай пачӗç. Вӗсене хӗрсене конкурса хатӗрлекенсем, йӗркелӳçӗсем тивӗçрӗç. Шел те, хисепе тивӗçнисен хушшинче Ирина Трифонован, «Тутарстан Чăваш пики» дирекцийӗн ертӳçин Сильвия Чаркинан хăйӗн те, конкурсăн çулленхи информаци партнерӗн «Сувар» хаçатăн ячӗ илтӗнмерӗ. Тӗрӗс мар ку, туссем, чи пысăк çитменлӗх!
Яланхи пекех «Тутарстан Чăваш пики» конкурсăн чи хумхануллă саманчӗ вăл – çӗнтерӳçӗсене чысласси. Чипер конкурсанткăсем пӗрин хыççăн тепри кăпăшка пӗлӗт евӗр шап-шурă кӗпесемпе сцена çине утса мар, шуса тухрӗç. Вӗсен тата куракансен чӗрисем пӗр харăссăн тапнă сасă сывлăшра явăнчӗ, илтӗнмерӗ çеç... Акă вӗсем – республикăн чи чипер хӗрӗсем!
Малтан номинацисен çӗнтерӳçисене чысларӗç:
«Кăмăллă пике» тата «Туслăх пики» – Татьяна Апалаева (Хусан хули);
«Ăс-хакăл пике» – Анастасия Родионова (Элкел районӗ, Пурисел);
«Пултаруллă пике» – Анастасия Павлова (Нурлат районӗ, Якуркел);
«Тараватлă пике» – Юлия Погодкина (Аксу районӗ, Тимушкел);
«Кӗмӗл сасă» – Кристина Шумилкина (Теччӗ районӗ, Хупкӗпер);
«Хӳхӗм пике» – Виолетта Николаева (Пăва районӗ, Кипеккасси);
«Çепӗç пике» – Оксана Ситриванова (Анат Кама районӗ, Анат Уратьма);
«Илем пике» – Алия Карусева (Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк);
«Илӗртӳллӗ пике» – Виктория Егорова (Чистай районӗ, Анат Кăтрата);
«Йăл кулă» – Диана Артемьева (Çырчалли);
«Хастар пике» – Жанна Паишева (Алексеевски районӗ, Чăваш Майни);
«Интернет пике» – Валентина Юркина (Пăва районӗ, Пӳркел). Уншăн интернетра 4400 яхăн çын сасăланă.
Тӗп номинацисен çӗнтерӳçисем:
«Тутарстан чăваш пики – 2021» (I вырăн) – Алия Карусева;
«Сар пике» (II вырăн) – Виолетта Николаева;
«Маттур пике» (III вырăн) – Анастасия Павлова;
«Маттур пике» (III вырăн) – Юлия Погодкина.
Çӗнтерӳçӗсене пурне те асăнмалăх парнесемпе чысларӗç. Хăнăхнă йăлапа, «Тутарстан чăваш пики – 2021» титула çӗнсе илнӗ пикене тӗп диадемăна ун умӗнхи конкурсăн çӗнтерӳçи, «Тутарстан чăваш пики – 2018» Карина Туктамышева, тăхăнтарчӗ. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗн, ТР ЧНКА председателӗн Дмитрий Самаренкинăн ятарлă парнипе – бриллиантлă кольепе – чысларӗç.
Кӗркунне Шупашкарта иртекен «Раççей Чăваш пики» конкурсра Тутарстан чăвашӗсен чысне шăпах Алия Карусева хӳтӗлӗ. Ăнăçу ăна!
Çӗнтерӳçӗсене, мӗнпур финалисткăна, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене, хӗрсене конкурса хатӗрленӗ ӗçченсене пурне те саламлатпăр. Йӗркелӳçӗсене вара çакăн пек хитре конкурс йӗркелесе савăнтарнăшăн тав тăватпăр!
Йӗркелӳ комитечӗ конкурса йӗркелесе ирттерме пулăшнă спонсорсене: ТР Патшалăх Канашӗн депутатне, ТР ЧНКА председательне Дмитрий Самаренкина, куçман пурлăх агентствин ертӳçине Вера Юнусовăна, «Амелия» чечек салонӗн ертӳçине Алина Дудоревăна, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторне Ирина Трифоновăна, «Казань» агропромышленность комплексӗн юридици уйрăмӗн ертӳçине Алена Бултыковăна, Константин Елисеевпа Станислав Улаев предпринимательсене, «Аван» куçман пурлăх агентствин директорне Сергей Чаркина, «Кӗмӗл Чăваш Ен» кӗмӗл эрешсем хатӗрлекен наци проектне тата район администрацийӗсене тав тăвать.
Р.Гали, И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем.
Сăнӳкерчӗксем çакăнта нумайрах http://suvargazeta.ru/photo/tutarstan-chvash-piki-2021
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев