Тутарстан кооператорӗсем Донбаса валли 7,5 миллион тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвӗ куçарнă
Çакăн çинчен Татпотребсоюз правленийӗн председателӗ Рашат Шаймарданов республикăри потребтительсен обществисен тата кооперативсен представителӗсен пӗтӗмлетӳ пухăвӗнче пӗлтернӗ
«Куçарса панă укçа-тенке апатлану продукчӗсене, чи кирлӗ таварсене туянма янă. Донбаспа Луганска вӗсене Кукмор районӗнчи «Гаро» кооперативӗн тата Çырчаллинчи суту-илӳ базин ӗçченӗсем илсе çитернӗ», – тенӗ докладчик. Шаймарданов сăмахӗсем тăрăх, унсăр пуçне, пӗлтӗр правлени аппарачӗн ӗçченӗсем танк училищин полигонӗнче 2,5 пин мобилизациленнӗ салтака вӗри апат çитерсе чей ӗçтернӗ.
«Çак йывăр вăхăтра эпир пӗрлешсе тӗревсӗр юлнă çынсене пулăшма пултартăмăр», – тесе палăртнă правлени председателӗ.
Татпотребсоюзăн Тӗп потребитель обществи районсенчен гуманитари пулăшăвӗ йышăнассине, ăна тирпейлессипе, вăхăтлăх упрассипе, тиесе ăсатас енӗпе пысăк ӗç туса ирттернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев