Тутарстан Курск облаçне 25 тонна гуманитари пулăшăвӗ янă
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушăвӗпе Курск облаçӗнче пурӑнакансем валли 25 тоннӑна яхӑн гуманитари пулӑшӑвӗ ăсатнӑ.
«Паян эпир гуманитари тиевӗн черетлӗ партине ӑсататпӑр. 25 тоннӑна яхӑн ӑсатма палӑртнӑ», – пӗлтернӗ ТР НФО регионти ӗçтӑвкомӗн ертӳçи, республикӑри «Ярдәм янәшә! Помощь рядом!» юхӑмӑн координаторӗ Ринат Фазылов.
Пулăшу пухнă çӗре республикари обществăлла организацисем хастар хутшăннă, Тутарстанра пурăнакансем те аякра юлман. Сăмахран, Курск облаçӗн ертӳлӗхӗ ыйтнипе «Ак Барс Созидание» ыр кӑмӑллӑх фончӗн укçи-тенкипе уйрӑм апат-çимӗç наборӗсене йӗркеленӗ. «Комитет семей воинов Отечества» (КСВО) штабран 18 михӗ кӗрпе тата макарон изделийӗсем, 1 200 литр ӗçмелли шыв, апат-çимӗçпе харпӑр гигиена япалисем тултарнӑ 42 коробка тиенӗ.
Машинӑсене тиесе пӗтернӗ хыççӑн автоколонна шар курнӑ регионӑн тӗп логистика центрне – Курск хулине – çул тытнă.
Аса илтеретпӗр, Тутарстанра Курск облаçӗнчи Украин салтакӗсенчен шар курнă çынсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухасси малалла пырать.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев