Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан лагерӗсенче виҫҫӗмӗш сменӑра Лисичанскран 280 ача канӗ

Тутарстанра ЛНРти ачасен канӑвне йӗркелемелли программӑна пурнӑҫа кӗртесси малалла пырать.

Ҫырчаллинчен 11 километрта вырнаçнă «Саулык» сывлӑха ҫирӗплетмелли вӗрентӳ центрӗнче августӑн 8-мӗшӗнчен виҫҫӗмӗш смена пуçланать, унта Лисичанскран 280 ача канать. Кун пирки ТР ҫамрӑксен ӗҫӗсен министрӗ Ринат Садыков пӗлтернӗ.

«Кăçал Тутрстанра  Лисичанскран 218 ача канма ĕлкернĕ ĕнтĕ. Август уйӑхӗнче тата  280 ача кӗтетпӗр. Ачасем валли тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Вĕсемпе кашнинпе уйрăм тата ушкăнпа психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ачасене хӑйсен пулас ĕç вырăнне  суйласа илме пулӑшаççĕ», — палӑртса хăварнă министр.

Сăнÿкерчĕк minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: детский лагерь