Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Луганск ачисем валли 2 пин ытла шкул наборӗ ăсатнă

Рустам Минниханов хушнипе вӗренӳ çулӗ пуçланнă тӗле Луганск Халăх Республикинчи Лисичанскпа Рубежное хулисене шкул хатӗрӗсемпе вӗренекенсемпе учительсем валли канцеляри таварӗсен 2033 комплектне леçнӗ.

фото: официальный портал «Единая Россия» Ултă пысăк тиевлӗ машинăсен колоннине ТР Раис Администрацийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Ильнур Гарипов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ Ринат Садыков тата «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗн ӗçтăвкомӗн ертӳçи Марат Самигуллин илсе çитернӗ.

«Помоги собраться в школу» акци шайӗнче Тутарстан пулăшнипе çӗнелнӗ Лисичанскпа Рубежнăй шкулӗсенче республика представителӗсем шкул ачисемпе тата  педагогсемпе тӗл пулнă. Вӗсене çывхарса килекен Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламланă, çӗнӗ вӗренӳ наборӗсем парнеленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: единая россия Гуманитарная помощь помоги собраться в школу лисичанск рубежное