Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан медиауçлăхне çӗнӗ хаçат «Вамыш» хушăнчӗ

Тиражсем чакса пырсан та пичет изданийӗсем халăха кирлӗ, уйрăмах тăван чӗлхепе тухаççӗ пулсан. Кукмор районӗнче пурăнакан удмуртсем тинех тăван чӗлхепе тухакан пӗрремӗш хаçата алла тытрӗç. Эрне каялла, апрелӗн 5-мӗшӗнче, «Вамыш» («Утăм») район хаçачӗн пӗрремӗш номерӗ пичетленчӗ.

Эрнесерен 8-шар полосапа тухса тăракан хаçатăн тиражӗ пысăках мар-ха хальлӗхе, пурӗ те 400 экземпляр кăна. Малашне вара самаях пуласси куçкӗрет. Мӗншӗн тесен хаçатпа районти кăна мар, регионсенчи удмуртсем те интересленеççӗ. Тӗрӗссипе, Кукмор удмурчӗсем район хыпарне 2021 çултанпа тăван чӗлхепех вулаççӗ-ха. Шăпах çав çултанпа уйăхне пӗрре район хаçатӗнче хушма кăларăм тухса тăнă.

Удмурт хаçачӗ мӗншӗн Кукмор районӗнче тухнине те ăнланмалла, удмуртсем кунти чухлӗн республикăн урăх пӗр районӗнче те пурăнмаççӗ. Халăх шучӗпе тутарсем хыççăн иккӗмӗш вырăнта вӗсем кунта. Пӗтӗмпе 6 ял хутлăхӗ, кашнинче 1-рен пуçласа 6-8-шар удмурт ялӗллӗ вӗсем. Районта 5 шкулта удмурт чӗлхине вӗрентеççӗ. Хаçат ӗçне мӗнле йӗркеленипе хаçатăн тӗп редакторӗпе çумӗ Эльвира Миннахметовăпа Регина Фокина тата Кукмор районӗнчи Удмурт наципе культура автономийӗн ертӳçи Виталий Семенов апрелӗн 12-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗç.

— Тинех кӗтсе илтӗмӗр хаçата, «Вамыш» ятах патăмăр ăна. Кукмор районне тунă темӗн пысăкăш парне ку. Тавах ТР Раисне Рустам Минниханова тата Марат Ахметова (ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварассипе, аталантарассипе ӗçлекен комиссийӗн ертӳçи.- Авт.), — пуçларӗ хăй сăмахне Эльвира Миннахметова тӗп редактор.

Ӗçе кадрсем шыранинчен пуçланă иккен. Телее, тупнă. Ӗçе илнӗ икӗ журналист халӗ, ытти чӗлхесемпе тухакан дубляж хаçатсем пекех, 1-2-мӗш полосасенчи район тӗп хыпарӗсене вырăсларан куçараççӗ, ытти хăйсен контенчӗ.

— Пире ял хутлăхӗсем, шкулсем, культура учрежденийӗсем материалсем ярса пулăшаççӗ. Ижевскпа та тачă çыхăнса ӗçлетпӗр, ӗç йӗркеленнӗ пирӗн, —  хавхаланса пӗлтерчӗ тӗп редактор.
Кукмор районӗн тӗп удмурчӗн Виталий Семеновăн сăмахӗпе, районта хаçат йӗркелес шухăш халь мар, чылай маларах, 2014 çултах, район хастарӗсем пӗрле пуçтарăнсан çуралнă. 

— Хаçата пуçараканӗ, никӗслекенӗ Владимир Жуков (ТР тава тивӗçлӗ учителӗ.-Авт.) пулчӗ. Хаçат кăларас тесе хăйех чупрӗ вăл, ку ыйтупа «Татмедиана» та килсе кайрӗ. Тӳрех район хаçачех кăларайманни паллăччӗ-ха ӗнтӗ, çавах та пӗр страница та пулсан тăван чӗлхепе хаçат пулмаллах тесе шутларăмăр. Балтаси районӗнче тахçантанпа удмуртла тухса тăракан «Азьлане» хаçатран тӗслӗх илсе материала кашни ял хутлăхӗнчен пухрăмăр. Пӗрремӗш хушма кăларăм тухни те пирӗншӗн темӗн пысăкăш савăнăç пулчӗ. Халӗ те хаçата вулаччăр тесен интереслӗ тума тăрăшмалла, шкул ачисене явăçтармалла, хăйсен сăвви-калавӗсене ярса тăччăр. Телее, удмуртла Удмурт Республикинчен те лайăхрах вӗренме майсем туса панă пире, — терӗ хаçата уçнипе кăна мар, вуланмалла та тăвассине палăртса.

Хаçатăн пӗрремӗш номерӗ тухас умӗн сахал мар пăшăрханнине редактор çумӗ Регина Фокина пытармарӗ. Чăн малтан хаçат чӗлхине вырăнти удмуртсем ăнланмасран шикленнӗ иккен вӗсем.

— Тутарсен хушшинче пурăнса чӗлхене тутар сăмахӗсем нумай кӗнипе хамăр диалект йӗркеленнӗ пирӗн. Хаçата вара литература чӗлхипе çыратпăр. Вырăнти халăх валли çӗнӗ сăмах нумай унта. Вулакана ăнланмалла пултăр тесе çӗнӗ сăмахсене майпен кӗртсе пыма шутларăмăр. Культура учрежденнийӗсемпе, шкулсемпе пӗрле тачă çыхăнса ӗçлетпӗр. Хамăр çитеймен мероприятисем çинчен вӗсем çырса тăраççӗ, — терӗ вăл редколлеги мӗнле йывăрлăхсемпе тӗл пулни пирки. 

Пичет кăларăмӗсен ӗмӗрӗ кӗскелсе пынă вăхăтра хушма кăларăмран уйрăм хаçат пиçни чăнах та пысăк савăнăç. Ӗçне япăх мар йӗркеленӗ, концепцийӗ те вăхăтпа тӗрӗленнӗ, çырăнаканӗ кăна пултăр. Хаçатăн электронлă версийӗпе, тӗслӗхрен, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсене саланнă ентешӗсем питӗ интересленеççӗ, Удмурт Республики те çамрăк хаçата асăрхама ӗлкӗрнӗ, реклама туса халăхра сарма пулăшать. Апла-тăк, Кукморти тин кăна çуралнă вӗр-çӗнӗ «Вамыш» хаçата медиауçлăхра утăм хыççăн утăм туса тарăн тымар яма, хăй сăнӗпе вулаканне тупма ăнăçу сунар. (Сăнӳкерчӗк «Хезмәт даны» хаçатран).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество