Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан предпринимателӗсем «ФОТ 3.0» программăпа 721 млн. тенкӗ илнӗ.

Инкек курнӑ отрасльсенчи бизнеса пулăшма тата ҫак сферӑсенче ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе уйӑрнӑ патшалӑх программи мартăн 9-мӗшӗнче пуçланнă

Тутарстан предпринимателӗсем «ФОТ 3.0» программăпа 721 млн. тенкӗ илнӗ.

Хальхи вӑхӑтра 3% ставкăпа «ФОТ 3.0» ҫӗнӗ программăпа банксем 272 заявкăпа 721,3 млн. тенкӗ панă.

Инкек курнӑ отрасльсенчи бизнеса пулăшма тата ҫак сферӑсенче ӗҫпе тивӗҫтерес енӗпе уйӑрнӑ патшалӑх программи мартăн 9-мӗшӗнче пуçланнă.

Аса илтеретпӗр, "ФОТ 3.0" программа РФ Правительствин "ФОТ 2.0" программи вырӑнне килчӗ, ӑна 2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫлӗҫ.

Программа условийӗсем тӑрӑх, бизнес валли кредит ставки 3% танлашать. Пӗрремӗш ҫур ҫул хушшинче кивҫен илекенӗн тӗп парӑмӗпе процентне тӳлемелле мар, иккӗмӗш ҫур ҫултан пуҫласа вара кашни уйăх тӳлемелле.

Программӑна вак тата вӑтам бизнес кӑна мар, пандемия пысӑк витӗм кӳнӗ отрасльсенчи пысӑк компанисем те – гостиницӑпа ресторан бизнесӗ, культура, туризм, спорт тата вӑйӑ-кулӑ сферисем - хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Кредит виҫи организацире миçе çын ӗçленинчен килет. Кашни ӗҫчен пуҫне 12 уйӑхлӑха чи пӗчӗк ӗç укçи (12 792 тенкӗ) шута илсе шутланать. Ҫав хушӑрах кредитӑн чи пысӑк калӑпӑшӗ 500 млн тенкӗрен те иртмелле мар. Кредит килӗшевне июлӗн 1-мӗшӗччен алă пусмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев