ТУТАРСТАН ПУРИНЧЕН ТЕ ИРТСЕ КАЙНĂ
Форум пире чи лайăх опыта хамăр патра аталантарма кирлӗ
Министр пӗлтернӗ тăрăх, конференцин пленарлă ларăвне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, РФ Тӗп Банкӗн Председателӗ Эльвира Набиуллина, «Сколково» фонд Председателӗ Аркадий Дворкович, «ЭРТИКО – ИТС Европа» ассоциацин генеральнăй директорӗ Якоб Бангсгаард, Huawei компанин Евразири генеральнăй директорӗ Эйден У хутшăнасси паллă. РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустина та кӗтеççӗ, хальлӗхе килесси паллă мар.
Форумра интеллектуаллă транспорт системи тата Лару-тăру центрӗсем, çӗнӗ саманари киберхăрушсăрлăх, финтех экосистеми, бизнесри инновацисем – пӗтӗмпе 37 тема пăхса тухма палăртнă. Конференцин культура программи те пулать, вăл онлайн форматпа иртӗ.
Айрат Хайруллин сăмахӗсемпе, конференцин географийӗ анлă. Спикерсен, делегатсен хушшинче ют çӗршыв специалисчӗсем питӗ йышлă. Программăна кӗнӗ мероприятисене пурӗ 263 спикер хутшăнать.
«Эпир хускатнă тема питӗ актуаллă. Çакна нумай пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин алă пуснă Указ та çирӗплетет. Нацин пилӗк тӗп тӗллевӗ шутне цифра трансформацийӗ те кӗнӗ. Интеллектуаллă транспорт системине «Паха та хăрушсăр çулсем» наци проектне кӗртнӗ. Пире ют çӗршывсем хула хуçалăхне, çул-йӗр ӗçне мӗнле йӗркелени интереслӗ. Ку паянхи аталану векторӗ ăçта сулăннине пӗлсе тăма, чи лайăх опыта хамăр регионта адаптацилеме кирлӗ», – терӗ цифра министрӗ.
Айрат Хайруллин палăртнă тăрăх, республикăра хăш-пӗр çӗнӗлӗх хута кайнă. МЧС тата васкавлă пулăшу службисене Глонасс приборӗсемпе тивӗçтернӗ. Ку вӗсене çул çинче «симӗс хумпа» тивӗçтерет. Калăпăр, пушар тухнă е çын сывлăхӗ хăрушлăхра чухне пушар машинине е васкавлă пулăшăва автоматика светофор ӗçне вӗсене кирлӗ пек улăштарса çул уçса парать.
«Пирӗн задача конференци ирттересси кăна мар. Тӗп тӗллев – Тутарстана IT-хаб, бизнеса аталанма пулăшакан туртăмлă, пилотлă, экспериментлă центр туса хурасси. Паллах, экономикăна конкурентлă тăвасси. Цифра аталанăвӗн уссине кашни çын хăй çинче туйтăрччӗ», – терӗ Айрат Хайруллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев