Кишиневри погранполицире Минниханов Гагаузире агитаци тума килет тесе пӗлтернӗ те, пирӗн самолета каялла çавăрнă
«Ку вăл Тутарстанпа Гагаузие хирӗç кăна мар, пӗтӗм Раççее хирӗç тунă туслă мар утăм», – тесе пӗлтернӗ Раççей Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин официаллă представителӗ Мария Захарова. Вăл аса пӗлтернӗ тăрăх, Минниханов Халăх дипломатийӗн «Халăхсен туслăхӗ – 2023» халăхсем хушшинчи конгрессра хутшăнмалла пулнă.
«Молдави влаçӗсен йышăнăвӗ пирӗн çӗршывсен регионӗсем хушшинчи йăлана кӗнӗ тачă çыхăнусене татасшăн. Çакнашкал антираççей курсне Молдавин анлă общественноçӗ ырламасса шанатпăр», – тенӗ Мария Захарова.
Майя Санду Президента хирӗç хирӗçлев акцийӗсене тухнăран Гагаузи халăхне Раççей майлă тесе шутлаççӗ. Унти автономи пуçлăхне (башканне) апрелӗн 30-мӗшӗнче суйламалла.
Нет комментариев