Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикинчи финпа угор халӑхӗсен фестивалӗ Ҫырчаллинчи «Энергетик» Культура керменӗнче иртнӗ

«Эпир пурте пӗр йывӑҫ турачӗсем» ятлӑ фестивале иртнӗ шӑматкун республикӑри тата Раҫҫей регионӗсенчи финпа угор пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ

Чи пултаруллисен шутӗнче Фольклор юррипе ташшин "Айкай" удмурт патшалӑх ансамблӗ, "Марий Эл" патшалӑх ташӑ ансамблӗ, Халӑх инструменчӗсен «Марий кундем» ансамблӗ (Марий Эл Республики), «Агидель патшалăх юрăпа ташӑ ансамблӗ, «ZAKARIA» фолк-ушкӑн.
Концерт программи пуҫланиччен "Энергетикра" "Тутарстанри финпа угор халӑхӗсен культура еткерлӗхӗ: упраса хӑварассипе аталантарасси" ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта ТР Патшалӑх Канашӗн Вӗрентӳпе культура, наука тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ Людмила Рыбакова, ТР Президенчӗн департаментӗнчи наци политикине ӗҫе кӗртекен управленин тӗп советникӗ Марина Иванова, ТР Халӑхсен Ассамблеин Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Константин Яковлев, ТР Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫурчӗн директорӗ Ирек Шарипов, Ҫырчалли хули муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн Ӗҫтӑвком ертӳҫин ҫумӗ Рамиль Халимов тата ТР финпа угор наци йӗркеленӗвӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.

ТР Халӑхсен Ассамблеин информаци центрӗн сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев