Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан шулӗкӗсем Шупашкар пенсионерӗсене улталанă

Тутарстанри виçĕ çынна Шупашкарта пурăнакан ватăсен укçине вăрланăшăн арестленӗ тесе пӗлтерет «Пуринчен малтан. Çывăрса юлмасан» телеграм-канал.

Хурахсем преступниксен хушшинче анлă сарăлнă ултав мелӗпе усă курнă. 70-90 çулсенчи ватă çынсем патне шăнкăравласа тăванĕсем çул-йĕр аварине лекнине пĕлтернĕ. Айăпли шăпах вĕсен çывăх çынни тесе улталанă.  

Хыççăн ыйтăва çийĕнчех татса пама 100-350 пин тенкĕ тӳлеме сĕннĕ. Лешсем килĕшсенех пенсионерсем патне курьер вĕçтерсе çитнĕ те укçине илсе кайнă.

Тĕпчев çак мелпе шулӗксем пилĕк çынна шăнман пăр çине лартса янине палăртнă. Тăкак — 1 млн тенкĕ ытла. Уголовлă ĕçе тишкернĕ вăхăтра çамрăксем айăпа йышăннă, тăкакăн пĕр пайне саплаштарнă. Ленин районĕн сучĕ вĕсене 3-4 çуллăха ирĕкрен хăтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев