Халӑх уявне тӗнчен ытти ҫӗршывӗсенче тата тутарсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче ирттерни ҫинчен Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн Ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Данис Шакиров пӗлтернӗ
"Сабантусем - ҫуллахи тапхарти календарь уявӗсем кӑна мар, вӑл ТР Культура министерствипе Пӗтӗм тӗнчери тутарсен конгресӗн Ӗҫтӑвкомӗ ирттерекен системӑллӑ ӗҫ. Хальхи вӑхӑтри лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах, 35 ют ҫӗршывра Сабантуй иртет. Ку уяв Раҫҫейри 58 регионра иртет. Тутарстан пулӑшнипе вӑл тутарсем йышлӑ пурӑнакан кашни регионра иртет", – тенӗ вӑл.
Шакиров палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх колоритне кӑтартма республикӑри муниципаллӑ районсен представителӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсене тутар кил-ҫурчӗсемпе, артисчӗсемпе Сабантусем ирттерме туха-туха каяҫҫӗ.
Нет комментариев