Тутарстан влаçӗсем Хусанти метрон иккӗмӗш линине тума 927 млн тенкӗ уйăраççӗ
Иккӗмӗш линин пӗрремӗш пайне тума – «Фучика» станцийӗнчен «Сахарова» станцине çити – Тутарстан бюджетӗнчен 926,6 миллион тенкӗ уйăрӗç.
Рабочисен сулахай тата сылтăм енӗпе çур километра яхăн перегон тоннелӗсене чавмалла пулать, çавăн чухлех откат çулӗсене тумалла. Çак ӗçсене ноябрӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Пӗлтӗр Хусан метрополитенӗн иккӗмӗш линине тума 1,5 миллиарда яхăн тенкӗ уйăрнă пулнă. Пӗтӗмӗшле илсен, иккӗмӗш линин пӗрремӗш тапхăрне тунă çӗре 41 миллиард тенкӗ тăкаклама палăртнă.
Аса илтеретпӗр, Хусан метрополитенӗн иккӗмӗш линийӗ Кировски, Московски, Ново-Савиновски, Приволжски, Советски районсене çыхăнтарса метрополитенăн пӗрремӗш линийӗн «Яшьлек» тата «Дубравная» станцийӗсемпе сыпăнӗ.
Иккӗмӗш линин пӗрремӗш участокне 2027 çулта хута яма хатӗрленеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев