Тутарстан халăхӗсен Ассамблеине ООН-ра консультативлă статус панă
Пӗрлешӳллӗ нацисен организацийӗнчи Экономика тата социаллă Канаш çумӗнче Тутарстанри халăхсен Ассамбленине консультативлă статуспа тивӗçтернӗ
Пӗтӗм тӗнчери организацин эксперчӗсем палăртнă тăрăх, Ассамблея пухнă опыт, çав шутра патшалăх тата муниципаллă власть органӗсемпе, çамрăксен организацийӗсемпе хутшăннин тӗслӗхӗ ООН площадкинче кирлӗ.
«Вăтăр çул ӗçленӗ хушăра Тутарстанри халăхсен Ассамблеи республикăри обществăпа политика пурнăçӗнче авторитет çӗнсе илчӗ, ун йышне кӗрекен наципе культура автономийӗсен шучӗ ӳсрӗ, муниципаллă йӗркеленӳсенче филиалӗсем уçăлчӗç, çамрăксен ушкăнӗ хастар ӗçлет, вăл ют çӗршывран килнӗ студентсен социокультурăллă адаптацине пысăк тимлӗх уйăрать, – тесе палăртнă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстанри халăхсен Ассамблеин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ООН йышăнăвне комментарилесе. Ассамблейăн пуян опычӗ, республикăн нумай нациллӗ юхăмӗ влаçăн кашни картлашкинче йышăнусем тунă çӗре хутшăнни, ют çӗршывсене те кăсăклантарать. Халăхсем хушшинчи делегацисемпе тӗл пулнă чухне пире ООН-ри Экономика тата социаллă канаш çумӗнче консультативлă статус илме тесе заявка пама пӗрре мар сӗнчӗç».
Фарид Мухаметшин шучӗпе, халăхсем хушшинчи организацире консультативлă статус илни çӗршыври регионӗсене патшалăх наци политикине тата Раççей Федерацийӗнчи халăхсен йăлари хаклăлăхӗсене сарас опытпа пайланма майсем туса парать.
«Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республика валли ют çӗршыври ӗçтешсемпе хутшăнма тепӗр площадка уçăлчӗ, пире илтчӗр тесе эпир хытă тăрăшăпăр», – тенӗ парламент пуçлăхӗ.
ООН-ра акредитаци илнӗ общество организацийӗсем официаллă канашлусене хутшăнма пултараççӗ, çырупа е сăмах вӗççӗн каланă заявленисемпе тухма пултараççӗ, правительствосен официаллă делегацийӗсемпе тӗлпулусене хутшăнма, ООН-ăн пуçлăхӗсемпе тӗл пулма, дискуссисене хутшăнма пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев