Тутарстана Хӗрлӗ Кӗнекене кӗртнӗ акăшсем таврăннă
Шурă акăшсене Агрыз, Анат Кама, Муслюмово, Элмет, Ютазы, Азнакай, Павлă, Пестрецы, Алексеевски, Актаныш, Лениногорск, Мензеле, Атня, Тури Услон районӗсенчи юханшывсенче курнă
Юр пек шурă акăшсем шăп юханшывсене суйласа илеççӗ. Вӗсем унта çу каçма тата чӗпӗ кăларма чарăнаççӗ. Акăшсем пӗчӗк кӳлӗсене те суйласа илме пултараççӗ, пысăккисене те.
Сăмах май, Элкел районӗнчи Сиктӗрмери акăшсем хӗлӗпех ялта пурăнчӗç. Вӗсене кирек хăçан та килсе курма пулать. Чӗпӗ кăлармалăх ӳссе çитеймен пулин те, Сиктӗрме акăшӗсем мăшăрланса ишсе çӳреççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев