Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанăн ял хуçалăх министрӗ ку çул отрасльшӗн йывăра килни çинчен пӗлтернӗ

Типӗ тăнине пула республикăри 42 муниципалитетра чрезвычайлă лару-тăру режимне кӗртнӗ. Çак списока Çӗпрел районӗ кăна кӗмесӗр юлнă

 

«Çуркунне йăлтах лайăх пуçланчӗ – çумăрсем вăхăтлă çурӗç, хир ӗçӗсене те вăхăтлă пуçларăмăр. Кашни гектар пуçне 70 кг удобрени кӗртрӗмӗр. Анчах та лайăх çумăрсем çукии тата аномалиллӗ шăрăх çанталăк лару-тăрăва улăштарчӗç. Ӗç-пуçа çăмăллатма пире пӗр-икӗ талăка тăсăлакан вăрăм çумăр килрӗ», – тенӗ Марат Зяббаров.

Типӗ тăнине пула республикăри 42 муниципалитетра чрезвычайлă лару-тăру режимне кӗртнӗ. Çак списока Çӗпрел районӗ кăна кӗмесӗр юлнă. Хальлӗхе.

Çумăр çукки тата çанталăк типӗ тăни тырра кăна чакармаççӗ, вӗсем выльăх апатне пӗтереççӗ. Ку тăкак вара выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен тутарстаншăн хăрушăрах. Халӗ çак ыйту районсемшӗн пӗремӗш вырăна тухать. Тырă вырнă чухне те хуçалăхсем шӗкӗлченӗ тунасене пӗлтӗрхи пек тураса хăвармаççӗ, комбайнсем хыççăн покос йӗрӗсем юлаççӗ.  Ял хуçалăх министрӗн сăмахӗсемпе, районсем кӳршӗ регионсенче выльăх апачӗ хатӗрлес ӗçе тытăннă.

Çӗр улмин хакӗсем хуласенче ӳснинчен аптăраса ӳкмелле мар, тет министр. Ку вăхăтра хамăр хатӗрленӗ çӗр улми пӗтсе çитнипе ăна кăнтăрти регионсенчен туянкалама тивет. Республикăра кăçал 3,5 пин гектар çӗэр улми лартнă, çавăнпа та кӗр çитсен хаксем чакаççех. Унсăр пуçне 500 гектар купăста, 600 гектар кишӗр, 266 гектар хӗрлӗ чӗкӗнтӗр ӳсет. Кӗркунне ял хуçалăх ярмаркисем ӗçлеме пуçлаççӗ, унта çак продукцие фермерсенчен йӳнерех хакпа та туянма пулӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев