Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн агропромышленность комплексӗнче агрономсемпе ветврачсем ҫитмеҫҫӗ

Анчах та пуринчен те ытларах республикăра механизаторсем ҫителӗксӗр

Республикӑн агропромышленность комплексӗнче 70 000 ытла ҫын ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра ял хуҫалӑх сферине квалификациллӗ специалистсем ҫитмеҫҫӗ. 
ТР ял хуҫалӑхпа продовольстви министрӗн ҫумӗ Марсель Махмутов пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра 96 агроном, 73 зоотехник, 133 ветеринари врачӗ, 69 инженер, 25 экономист, 49 бухгалтер ҫитмеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне агрофирмӑсене 760 механизатор кирлӗ. 
Махмутов сӑмахӗсем тӑрӑх, яла ҫамрӑксене илӗрте6с тесен АПК-ра финанс тӗревӗ пулни пысӑк вырӑн йышӑнать. Уйрӑммӑн илсен, ҫамрӑк специалистсене пӗр хутченхи укҫа тӳлевӗсем пӑхӑннӑ: вуз пӗтернисене 300 000 тенкӗ, техникум пӗтернисене - 150 000 тенкӗ. Унсӑр пуҫне ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхсерен бюджетран 7500 тенкӗ хушма тӳлев илсе тӑрӗҫ.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев