Тутарстанӑн Вӗрентӳпе наука министерстви ачасене пӗрремӗш класа илес тӗлӗшпе "хӗрӳ лини" телефонне уҫнӑ
Шкул ертӳҫисем пушӑ вырӑн юлмасан кӑна документсене йышӑнмасса пултараҫҫӗ. Документсене классенче пушӑ вырӑнсем пӗтиччен йышӑнмалла, ҫапах сентябрӗн 5-мӗшӗччен кӑна. Эх, ял шкулне вӗрентме килсенччӗ вӗсем!
Peспубликӑра ачасене ҫӗнӗ йӗркесемпе пӗрремӗш класа илес йышӑну кампанийӗ пуҫланчӗ. Шкула илесси пирки ыйтусем пулсан, 9:00 сехетрен пуҫласа 18:00 сехетчен 8(843)237-75-15 тата 8(843)237-75-05 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа хурав илме пулать.
"Йышӑну кампанийӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗх вӑл заявленисене илес вӑхӑт пуҫламӑшӗпе вӗҫленӗвӗ улшӑнни. Енчен те маларах шкулсем документсене февралӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫланӑ пулсан, кӑҫал заявленисене йышӑнас срока апрелӗн 1-мӗшне куҫарнӑ",– тесе палӑртнӑ ТР Вӗрентӳпе наука министерствинче.
Пӗр-пӗр шкул патне ҫирӗплетнӗ территорийӗнче пурӑнакансенчен заявленисене июнӗн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Енчен те ашшӗ-амашӗсем хӑйсен ачине урӑх вӗрентӳ заведенине ярасшӑн пулсан, документсене июлӗн 6-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлаҫҫӗ.
Шкул ертӳҫисем пушӑ вырӑн юлмасан кӑна документсене йышӑнмасса пултараҫҫӗ. Документсене классенче пушӑ вырӑнсем пӗтиччен йышӑнмалла, ҫапах сентябрӗн 5-мӗшӗччен кӑна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев