Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанӑн журналисчӗсене Пичет кунӗпе саламлатпӑр!

"Вулакан халӑхӑн чӗлхи пӗтмест" ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне туйма пире республикӑри чӑваш журналисчӗсем пулӑшаҫҫӗ

Тутарстанра тухса тӑракан чӑваш хаҫачӗсен коллективӗсене ТР Пичет кунӗпе чун-чӗререн, ӑшшӑн саламлатӑп! 

Нумай вӑхӑт хушшинче республикӑри халӑха хыпарсемпе тивӗҫтерес сферӑра тӑрӑшса чӑваш пичет кӑларӑмӗсем информаци уҫлӑхӗнче ҫирӗп вырӑн йышӑнчӗҫ. Ҫак ӗҫре хальхи вӑхӑтра ӗҫлекенсен те, пичет ветеранӗсен те тивӗҫӗ пысӑк. 

Пӑвари "Ялав", Нурлатри "Туслӑх", Аксури "Ял пурнӑҫӗ", Ҫӗпрелӗнчи "Тӑван ен" тата, паллах, Хусанти "Сувар" хаҫатсем чӑваш чӗлхине хут ҫинче кӑна мар, интернетра та хастар сараҫҫӗ. 

Кашни хаҫатӑн хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ, улшӑнми вулаканӗ пур. Ку эсир ҫынсене кирлӗ ӗҫ туса пынипе ҫирӗплетет. "Вулакан халӑхӑн чӗлхи пӗтмест" ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне туйма пире республикӑри чӑваш журналисчӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Уяв ячӗпе сире, пичет ӗҫченӗсем!

ТР ЧНКА председателӗ, ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ  Д.А.Самаренкин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев