Тутарстанра 410 миллион выльӑха вакцинаци тунӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 410 миллион выльӑха вакцинаци тунӑ

Выльӑх-чӗрлӗх ĕрчетекенсем биологи хăрушсăрлăхне пăхăнмалла.

Кӑçалхи 8 уйӑхра республикăра выльăх инфекцийĕсене хирӗç 410 миллион вакцинаци тата  4 миллион диагностика тӗпчевӗ ирттернӗ, унсăр пуçне  2,5 миллион выльӑх-чӗрлӗхе паразитсенчен  обработка тунă. Кун пирки ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР  Ветеринари тӗп управленийӗн ертӳçи Алмаз Хисамутдинов пӗлтернӗ.

Патшалăх ветеринари службин ӗç кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 29 пин пӳлӗмре санитари  обработкипе 33 пин мониторинг тӗпчевне ирттернĕ тата 40 миллион продукцийĕн хӑрушсӑрлӑхне (Ветсанэкспретиза)  тӗрӗсленӗ.

 


Сельское хозяйство

Нет комментариев