Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра 9,5 пин çын соцработник пулса ӗçлет

Вӗсен ӗçӗ-хӗлӗ республикăри 1,5 миллион çынна пырса тивет. Ку вăл тӗрлӗрен льготăсемпе пособисем илсе тăракансем: аслă çулти çынсем, нумай ачаллисем, сусăр çынсем, инвалид ачаллă çемьесем, йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ сахал тупăшлă çынсем

Социаллă ӗçлекенсенчен ытларахăшӗ ватă çынсене пăхассипе аппаланаççӗ. Çакăн çинчен журналистсене ТР ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова пӗлтернӗ. 

Паянхи демографи лару-тăрăвӗнче аслă çулти çынсем ӳссе пыраççӗ. Вӗсен ватлăхӗ вăраха тăсăлса канлӗ пултăр тесе патшалăх тӗрлӗрен программăсене ӗçе кӗртет. Тӗслӗхрен, «Аслă çулти çын валли усрав çемье» программа. 2023 çулта республикăра çакнашкал 32 çемье йӗркеленнӗ. Пурӗ программа 263 çынна тимлӗхе илме май панă. Çавăн пекех Тутарстанра ăсӗсем çемçеле пуçланă ватă çынсене валли ятарлă кăнтăрлахи стационар уйрăмӗсем ӗçлеççӗ. Вӗсенче пулăшу кирлӗ çынсене талăкне 4 сехет таран социаллă адаптаци тӗлӗшӗпе квалификациллӗ пулăшу параççӗ. Хальхи вăхăтра çакнашкал пулăшăва 913 ватă çын илет. 
Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев