Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра ачасене ишме вӗрентме тытӑнӗç

«Плавание для всех» федераци программине пурнӑçа кӗртме палăртнă 14 регион шутне Тутарстан та кӗнӗ. 2024 çулăн I кварталӗнче республикăра ачасене ишме вӗрентмелли пилотлӑ проект пуçланать. Кун пирки Раççей Правительствин хушӑвӗнче пӗлтернӗ.

Документпа килӗшӳллӗн, Тутарстан халӑха физкультурӑпа тата спортпа туслаштарас опыта пӗтӗмлетсе ӑна çӗршывӗпех саракан площадкӑсенчен пӗри пулса тӑрӗ. Программа шайӗнче регионта ачасене ишме вӗрентме условисем туса парӗç. 

Программа 2030 çулччен тăсăлӗ, ăна ача сачӗсен, шкулсен, ачасене вӗрентме, канма тата сыватма пулӑшакан организацисен никӗсӗнче пурнӑçлӗç. 6 çул хушшинче çӗршывра 12,5 миллион шкул ачине, вӗсем шутӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри тата социаллӑ ушкӑнри, çав шутра инвалидсемпе сывлăх енчен çирӗп мар ачасене, ишме вӗрентесшӗн.

Тутарстансӑр пуçне пилотлӑ проект Крымра, Чечняра, Красноярск, Приморски, Хабаровск тата Пермь крайӗсенче, Архангельск, Иваново, Калининград, Калуга, Мускав, Ростов тата Свердловск облаçӗсенче ӗçлеме пуçланă.

2019 çултан пуçласа 2022 çулччен Раççӗйӗн 85 субъектӗнче «Плавание для всех» регион программисем пурнӑçланнӑ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество