Тутарстанра Атăл çине автомобильпе тухнă çичӗ пулăçа штрафланă
ГИМС, Рыбнадзор, Гостехнадзор инспекторӗсем тата административлă комисси ӗçченӗ Спасски районӗнче пӗрлехи рейд ирттернӗ
Раççей МЧС-ӗн Тутарстан Республикинчи Тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем тӳрех çичӗ йӗркене пăсакана тытса чарнă. Лешсем чарусене пăхмасăрах юханшыв пăрӗ çине машинăсемпе тухнă. Йӗркене пăсакансем Тутарстанри Спасски районӗн тата Ульяновск облаçӗн çыннисем пулнă.
Аса илтеретпӗр, пăр урлă каçăсем çук çӗрте автотранспортпа пăр çине тухма юрамасть. Халӗ йӗркене пăсакансен 1500 тенкӗ таран штраф тӳлемелле пулать.
«Шел пулин те, автомобильпе пăр çине тухни вилӗмле хăрушлăх пулнине пур автолюбитель те ăнланмасть. 2023 çулхи январӗн 19-мӗшӗнче Камское Устье тӗлӗнчи Атăл пăрӗ çине автомобиль тухнă пулнă. Унăн водительне, Хусанта пурăнакан арçынна, муниципалитетри административлă комиссин ӗçченӗсем административлă яваплăх тыттарнă», – тесе палăртнă Раççей МЧС-ӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев