Тутарстанра Атӑл Тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисемпе диктант иртӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра Атӑл Тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсен тӑван чӗлхисемпе диктант иртӗ

Акци чӑваш, мари, удмурт, мӑкшӑ, ирҫе тата ытти чӗлхесемпе ҫырнине тӗрӗслеме май парать

Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Тутарстанра Атӑл Тӑрӑхӗнче пурӑнакан тӗп халӑхсен тӑван чӗлхисемпе диктант иртӗ. Мероприятие пӗтӗм кӑмӑллакансем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пирки ТР вӗрентӳ Министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ.

"Диктант-Тутарстанра пурӑнакан халӑхсене тӑван чӗлхисемпе кӑсӑклантаракан ирӗклӗ тӳлевсӗр вӗренӳ акцийӗ", - палӑртнӑ министерствӑра.

Акци чӑваш, мари, удмурт, мӑкшӑ, ирҫе тата ытти чӗлхесемпе ҫырнине тӗрӗслеме май парать.

Диктант ҫырмалли площадкӑсен списокне ноябрӗн 17-мӗшӗнче Тутарстанри вӗрентӳ тата наука Министерствин сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.

Сăнӳкерчӗксем татар-информ сайтӗнчен


Нет комментариев