Тутарстанра браконьерсене тытнă
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем Ешӗлвар районӗнчи Щурячье поселок çывăхӗнче тата Лайăш районӗнчи Тетеево ялӗнчен 5,5 çухрăм анăçарах браконьерсене тытса чарнă. Йӗркене пăсакансем кимӗрен усă курма юраман меслетпе (сӗрекепе) пулă тытнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
Хальхи вăхăтра икӗ тӗслӗхпе те РФ Уголовнăй кодексӗн 256-мӗш статйипе уголовлă ӗç пуçарас ыйтăва татса параççӗ. Статья тӳреммӗнех шыври биологи ресурсӗсене законсăр тытни çинчен калать.
Йӗркене пăсакансене административлă тата уголовлă явап тыттарма пултараççӗ. Пулă тытас йӗркене пăсакана штраф тӳлеттереççӗ, çавăн пекех караппа ытти пулă тытма кирлӗ хатӗрсене конфискацилеççӗ. Пулă тытнă чухне пысăк сиен кӳрсен штраф сумми 500 пин тенкӗ таран ӳсме пултарать, кунсăр пуçне икӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ. Хӗрлӗ кӗнекери пулла тытсан, штраф пӗр миллион тенкӗ таран ӳсет, виçӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев