Тутарстанра чӗрчунсемпе вӗçен кайăксене шутлаççӗ
Республикăра чӗрчунсен хӗллехи учетне пуçланă. Вăл мартăн 15-мӗшӗччен тăсăлать. Унта сунар хуçалăхӗсенче ӗçлекенсем, егерьсем, общество инспекторӗсем тата сунарçăсем хутшăнаççӗ. Пӗтӗмпе 1,5 пине яхăн маршрут пăхса тухса тискер кайăксемпе вӗçен кайăксен 19 тӗсӗн йышне палăртӗç. Кун пирки ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.
Шута илекен тӗссем хушшинче – пăши, косуля, хир сысни, пăлан, çӳлевӗç (рысь), кашкăр, тилӗ, пăсара (хорь), мулкач, юс (горностай), корсак, сăсар тата пакша. Çавăн пекех пăчăр, ăсан, карăк тата сăрă хир чăххисен йышне палăртӗç.
Учет тăвакансем чӗрчунсен шутне йӗлтӗрпе çӳресе палăртаççӗ. Вӗсем юр çинчи тискер кайăксен йӗрӗсене тата куç тӗлне лӗкнӗ вӗçен кайăксене шутлаççӗ. Пухнă даннăйсене математика пулăшнипе тишкересе палăртнă тăрăхра миçе чӗрчун пурăннине, хăйсене мӗнле туйнине тата вӗсен пурнăç условийӗсем мӗнле пулнине пӗлеççӗ. Учет кăтартăвӗсем тискер кайăксемпе вӗçен кайăксен популяцине сыхласа хăварма тата шутне ӳстерме кирлӗ мерăсем йышăнма пулăшӗç.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев