Тутарстанра ятарлӑ çар операцине хутшӑнакансем валли çӗнӗ программа хута кайрӗ
Республикăра февралӗн 18-мӗшӗнчен Раççейри «Время героев» программа евӗр регионти «Батырлар. Герои Татарстана» программа ӗçлеме пуçларӗ.
«Тӑван çӗршывăн хӳтелевçин çулталăкӗнче февралӗн 18-мӗшӗнчен пуçласа республикăра эпир ветерансемпе çар операцине хутшӑнакансем валли "Батырлар. Герои Татарстана" программа хута яратпӑр. Вăл Раççей Президенчӗ хушнипе пуçарса янă "Время героев" федераци программин аналогӗ. Унӑн тӗллевӗ – патшалӑх тата муниципалитет управленийӗн тытӑмӗнче, çавӑн пекех ытти сферӑсенче ертӳçӗсен командине йӗркелесе хатӗрлесси», – пӗлтернӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов.
Республика ертӳçи ятарлӑ çар операцине Тутарстанра пурӑнакан пиншер çын хутшӑннине палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван çӗршыва хӳтӗлеççӗ, çӗршыв пуласлӑхӗшӗн тăрăшаççӗ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ – пуриншӗн те тӗслӗх. Вăл программӑна хутшӑнакансем хӑйсен опычӗпе усă курса республикӑпа çӗршыв ырлӑхӗшӗн тăрăшасса шанать.
Программӑна хутшӑнас тесен сайтра мартăн 30-мӗшӗччен регистрациленмелле: анкета тултармалла, эссе çырмалла, тестировани тата собеседовани ирттермелле. Унсăр пуçне вӗсен професси пӗлӗвӗ тата управлени опычӗ те пулмалла.
Çӗнтерӳçӗсем вӗрентӳ иртсе патшалӑх тата муниципалитет организацийӗсенче ӗçлеме, çамрăк ăрăва патриотизм воспитанине парас ӗçе тата республикӑпа хуласене аталантарас енӗпе ӗçлекен проектсене хутшӑнма пултараççӗ.
Программӑна тӗрӗслесе тăма Рустам Минниханов общество канашӗ йӗркеленӗ. Унта ятарлӑ çар операцийӗн ветеранӗсем, «Защитники Отечества» фондăн тата Тӑван çӗршыв воинӗсен çемйисен комитечӗн пайташӗсем, çар çыннисем тата ыттисем кӗнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев