Тутарстанра юр ноябрь пуçламăшӗнче çăвать
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра юр ноябрь пуçламăшӗнче çăвать

Республикăра çитес эрнере юр çума пултарнине «МЕТЕО» прогноз центрӗн синоптикӗ Александр Ильин пӗлтернӗ. Пӗрремӗш хут юр ноябрӗн 4-мӗшӗнче çӗрле çăвать. Ноябрӗн 7-мӗшӗнче те Тутарстанра юр çăвасса пӗлтереççӗ синоптиксем.

Ноябрӗн пӗрремӗш декади вӗçленнӗ тӗле юр çума пăрахать, икӗ кун республикăра хӗвеллӗ тата сахал пӗлӗтлӗ çанталăк пулать. Иккӗмӗш декадăра юр çăвасса кӗтмелле мар, анчах çумăр çума пултарать.

Пӗрремӗш декадăра сывлăш температури климат норминчен 1-1,5 градус пысăкрах пулассине пӗлтереççӗ синоптиксем. Ноябрӗн малтанхи кунӗсенче кăнтăрлахи температура +2...+5 градус пулать, ноябрӗн 3-мӗшӗнчен  сывлăш температури 0..-1 градус таран анать. Ытларикунпа юнкун +5..+7 градус таран ăшă пулать, анчах 6-мӗшӗнчен -1..-3 таран сивӗтет.

 


Погода

Нет комментариев