Тутарстанра хăрушă мар
2018 çулта иртнӗ РФ Президенчӗн суйлавӗ, футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта пӗр чрезвычайлă лару-тăру та пулманни Тутарстан çӗршывăн хăрушсăр регионӗ пулнине кăтартать.
– Паянхи кун тӗлне криминаллă лару-тăру Тутарстанра лăпкă, тесе пӗлтерчӗ Тутарстанри Шалти ӗçсен министрӗ А.Хохорин ведомствăн 2018 çулхи ӗçне пӗтӗмлетнӗ май. Унăн сăмахӗсемпе, шута илнӗ пӗтӗмӗшле преступленисен шучӗ пӗлтӗр 5 процента чакнă (вӗлерӳпе çыхăннисем – 11, автотранспортсем вăрласси – 13, çарату – 20 процента, тата ытти те). Ку вăл юлашки 20 çулти чи лайăх кăтарту. Республика территорийӗнче пӗлтӗр пурӗ 43586 преступление шута илнӗ пулсан, 24 пин ытларахăшне уçса панă. Палăртса хăвармалла, вӗсенчен кашни пиллӗкмӗшӗ хăрушă тата уйрăмах хăрушă преступленисем.
2018 çулта иртнӗ РФ Президенчӗн суйлавӗ, Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнче Хусанта пӗр чрезвычайлă лару-тăру та пулманни чи малтан йӗрке хуралçисен тивӗçӗ, вӗсем маларах профилактика мероприятийӗсем ирттерсе тата фанклубсемпе ӗçлени. Ытти регионсенчи полици ӗçченӗсемпе пӗрле ТР ШӖМӗн кашни виççӗмӗш сотрудникӗ чемпионат вăхăтӗнче йӗркене хуралланă. Тутарстана пӗлтӗр кăна пурӗ 120 пин ют çӗршыв çынни килсе кайнă. Паллах, вӗсенчен ытларах пайӗ Футболпа тӗнче чемпионачӗ вăхăтӗнчи футбол матчӗсене. Туристсем Хусан хулинчен лайăх кăмăлсемпе кăна кайни, преступленисен шучӗ чакни Тутарстан çӗршыври чи лăпкă регионсенчен пӗри пулнине кăтартать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев