Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра правасăр çамрăк питбайкра тытса чарнă

Июлӗн 23-мӗшӗнче Хусанта «Мотоцикл» оперативлă профилактика мероприяти шайӗнче Габишев урамӗпе пыракан 17 çулти çамрăка чарнă.

Автоинспекторсем чарăнма ыйтнине питбайкер шута илмен. Вырăна çул çитмен ачан амăшне чӗнтернӗ, вăл ача питбайкне хăй тӗллӗн туяннине пӗлтернӗ.

Йӗркене пăсакан тӗлӗшпе правасăр руль умне ларнăшăн тата чарăнма килӗшменшӗн административлă протоколсем çырнă. Питбайка штрафстоянкăна ăсатнă. Çывăх вăхăтра ачан ашшӗ-амăшне административлă майпа явап тыттарассине тата çамрăка учета тăратассине пăхса тухӗç.

Мототранспортсем çул-йӗр инкекне лекнӗ тӗслӗхсем çӗршывӗпех йышланнă. Мотоцикл, питбайк, скутер илсе пани ача пурнăçӗшӗн мӗнле хăрушлăх пулнине ашшӗ-амăшӗ ăнланса пӗтереймест пулмалла.

Патшалăх автоинспекцийӗн Хусанти уйрăмӗн телеграмм-каналӗнчен илнӗ видео скриншочӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия гибдд рт безопасность