Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра «Пӗрремӗшсен юхăмӗн» районсенчи штабӗсен ертӳçисене вӗрентме тытăннă

Проекта хутшăнма 32 муниципалитетран 1,5 пин çын кăмăл тунă. Йӗркелекенсем пурӗ 75 общественника суйласа илнӗ.

Пӗтӗм Раççейри юхăмăн Тутарстанри ертӳçи Тимур Сулейманов каланă тăрăх, паян вӗренекенсем районсенчи юхăмсен лидерӗсем пулмасса та пултараççӗ, йăлтах вӗсен хăйсен кăмăлӗнчен килет, анчах та «Кадр резервӗ» – пулас ертӳçӗсемшӗн кирлӗ шкул. 
Проектăн пӗрремӗш тапхăрӗ мартăн 16-20-мӗшӗсенче Çамрăксен «Волга» центрӗнче иртет. 
Аталану программине лекторисем, панельлӗ дискуссисем, нетворкингсем, вӗрентӳ сессийӗсем кӗреççӗ. Темăсен хушшинче харпăр ӳсӗм, эффективлă коммуникаци никӗсӗсем тата ытти те. Пилӗк кунлăх программа пӗтӗмлетӗвӗсемпе унта хутшăнакансем аталану программине алла илнисӗр пуçне конкурссем витӗр те иртӗç. 
«Пӗрремӗшсен юхăмӗн» муниципалитетсенчи ертӳçисем районсен пуçлăхӗсен обществăлла пулăшаканӗсем пулса тăрӗç.   
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев