Тутарстанра пулă тытма чарнă
Апрелӗн 25-мӗшӗнчен Тутарстанра комплекслă «Нерест-2025» оперативлă профилактика операцийӗ пуçланчӗ. Республикăра июнӗн 5-мӗшӗччен промысел валли пулă тытма чарнине ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет. Пулла çӳреме юратакансем çырма хӗрринчен пӗр вăлтапа çеç усă курма юрать, вăлта йӗпписем иккӗрен ытла пулмалла мар.
«Нерест-2025» операци шайӗнче ведомство ӗçченӗсем юханшывсен акваторийӗсене тӗрӗслеççӗ, çавăн пекех пулă тытас йӗркене тимлеççӗ тата браконьерсене тытса чараççӗ.
Йӗркене пăсакансене административлă тата уголовлă явап тыттарма пултараççӗ. Пулă тытас йӗркене пăсакана 2 пин тенкӗрен пуçласа 5 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ, çавăн пекех караппа ытти пулă тытма кирлӗ хатӗрсене конфискацилеççӗ. Пулă тытнă чухне пысăк сиен кӳрсен штраф сумми 500 пин тенкӗ таран ӳсме пултарать, кунсăр пуçне икӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ. Хӗрлӗ кӗнекери пулла тытсан, штраф пӗр миллион тенкӗ таран, виçӗ çула çитиччен тӗрмене хупма пултараççӗ.
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев