Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра пурăнакансене Анне кунне халалланă флешмоба хутшăнма йыхравлаççӗ

Ноябрӗн 23-27-мӗшӗсенче ВКонтакте социаллă сетьре влешмоб иртет. Унта хутшăнакансем амăшӗпе пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗке, ăна, унăн юратăвӗпе чун ăшшине халалланă калав вырнаçтарма пултараççӗ.

Ăнсăртран тухакан хисепсен генераторӗ Андрей Первозванный фончӗпе партнерсенчен хаклă парнесем илме тивӗçекен вунă çынна суйласа илӗ.

Çемье флешмобӗнче мӗнле хутшăнмалла?

Ноябрӗн 23-27-мӗш кунӗсенче хăвăрăн ВКонтактери страницăрта аннӗрпе пӗрле ӳкернӗ сăнӳкерчӗк, ӳкерчӗк е видео вырнаçтарăр. Аннӗре тав тăвăр, ун çинчен каласа парăр, унăн юратăвӗпе чун ăшши сирӗншӗн мӗнле пӗлтерӗшлӗ пулнине калăр.

Хăвăрăн постра #деньматери2022 тата #фондандреяпервозванного хэштегсемпе паллă тăвăр. Конкурс тата унăн условийӗсем çинчен тӗплӗнрех www.fap.ru https://vk.com/fap_fund сайтра вуласа пӗлме пулать.
Мальвина Петрова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев