Тутарстанра «шурă пăнчăсем» сахалланаççӗ
Пысăк çулсене паха çыхăнума тивӗçтернӗ хыççăн связистсем сад-пахча пӗрлешӗвӗсене пулăшма пикенӗç
Тутарстанри Цифра министерствин коллегийӗнче пӗлтӗр чи хӗрӳ темăсенчен пӗри – республикăри автоçулсем çинче телефон тытман вырăнсем нумаййи пулнă. Министр çумӗ Альберт Яковлев кăçалхи коллегире пӗлтернӗ тăрăх, М7 автоçул тăршшӗпе МТС виçӗ база станцийӗ вырнаçтарнă, çулталăк вӗçлениччен çавăн чухлех лартма палăртнă. «Вымпелком» та çак трасса çумӗпе виçӗ база станцийӗ вырнаçтарать.
Хусан–Орегбург трасса тăршшӗпе МТС пӗр база станцийӗ лартнă. Çыхăну пахалăхне лайăхлатас тӗлӗшпе «Мегафон» антеннăсен азимучӗсене улăштарнă. Çулталăк вӗçлениччен çак çул çинче «Вымпелком» икӗ база станцийӗ лартать. «Таттелеком» та 2021 çулта Хусантан Оренбурга илсе каякан çул çинче пӗр станци лартма палăртать.
Хусантан Чӗмпӗре каякан çул çинче «Теле-2» клиенчӗсем валли пӗр станци лартнă. «Мегафон» та çак çул çинче антеннăсен азимучӗсене улăштарнă. МТС та станци лартма хатӗрленет. 2021 çулта «Таттелеком» Чӗмпӗр çулӗ çинче икӗ база станцийӗ лартма палăртнă.
Пӗтӗмӗшле илсен М7 тарсса çинче «шурă пăнчăсен» 20 процентне, «Хусан-Чӗмпӗр» çул çинче 57 процентне, «Хусан-Оренбург» çул çинче 38,2 процентне чакарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев