Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра тăван чӗлхесене упрама пӗтӗм условисем пур

Сентябрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Тутарстан Халăхсен Туслăх Çуртӗнче çавра сӗтел иртрӗ

Республикăри профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен, наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсем Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисемпе культурине упраса хăварас тата аталантарас ыйтусене сӳтсе яврӗç. Ларăва Тутарстан Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин ирттерчӗ. 

Çавра сӗтеле халăх поэчӗ Расул Гамзатов çуралнăранпа 102 çул çитнине халалланă, унăн литература пултарулăхӗн тӗп шухăшӗ – пирӗн çӗршыври мӗнпур тăванла халăхсен туслăхӗпе пӗрлӗхне сыхласа хăварасси. Ларăва нумай çул Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн председателӗн çумӗ пулса ӗçленӗ, ТР Казахсен наципе культура автономийӗн председательне, пурнăçран уйрăлса кайнă Сагит Джаксыбаева асăнса пӗр минут шăп тăнинчен пуçларӗç. 

Çавра сӗтел ларăвӗн кун йӗркине куçнă май Фарид Мухаметшин республикăра 175 наци çынни килӗштерсе пурăннине, Тутарстанра наци уйрăмлăхне сыхласа хăварас, нацисен тата конфессисен хушшинчи ырă хутшăнусене тытса пырас енӗпе пысăк ӗç туса ирттернине аса илтерчӗ. Республикăра патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртес, Раççейри йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене хӳтӗлес, наци культурисене сыхласа хăварас тата аталантарас тӗллевпе патшалăх программисем ӗçлеççӗ. Халь Тутарстанра тутарла вӗрентекен 591 шкул ӗçлет, 84-шӗ – чăвашла, 20 – шӗ – удмуртла, 16-шӗ – марилле, 3-шӗ – мăкшăлла, 1 – ивритла, 1 – пушкăртла вӗрентеççӗ. «Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварма, культурăсене аталантарма кирлӗ условисем туса панă», – тесе палăртрӗ Фарид Мухаметшин. Мигрантсен социаллă пурнăçпа культура адаптацийӗ çинче те чарăнчӗ. Федераци центрӗ пулăшнипе  çивӗч ыйтусене татса парас енӗпе çине тăрса ӗçленине пӗлтерчӗ.

Ф.Х.Мухаметшин республика парламенчӗн ларăвӗсенчен пӗринче депутатсем федерацин патшалăх вӗренӳ стандарчӗсене улшăнусем кӗртессипе çыхăннă темиçе пуçарăва, уйрăмах тăван чӗлхесене вӗрентессипе çыхăннисене тӗплӗн сӳтсе явса сӗнӳпе тухнине аса илтерчӗ. «Федераци центрӗ пирӗн тата ытти регионти ӗçтешсен пăшăрханăвне илтрӗ», – палăртрӗ вăл. Депутатсем «Тăван чӗлхе» предметăн ятне упраса хăварма пултарнă. Çакăнтан эпир йăлана кӗнӗ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет, культура пуянлăхӗсене упраса хăварассипе пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурнăçланине куратпăр. «Эпир вырăс чӗлхине патшалăх чӗлхи пек йышăнатпăр, тытса пыратпăр. Республикăра йышлăн пурăнакан кашни халăхăн хăйӗн тăван чӗлхине те упраса хăвармалла. Çакă пирӗн культурăна, нумай нациллӗ республикăна, пӗтӗм çӗршыва пуянлатать», – палăртрӗ шухăшне спикер. 

Тутарстан Халăхсен ассамблейин республикăри халăхсен тăван чӗлхисене упрас енӗпе ӗçсем пирки Ассамблея Канашӗн Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин каласа пачӗ. Вырсарни шкулӗсемпе уйрăмӗсен ӗçӗ-хӗлӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗ вăл. Пӗлтӗр республикăра 111 уйрăм ӗçленӗ, вӗсенче 30 наци чӗлхине, культурине, йăли-йӗркине тӗпченӗ. Хусанти нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн директорӗ Маринэ Хухунашвили сăмахӗсемпе, шкулта 23 уйрăм ӗçлет, вӗсенче хушма пӗлӳ паракан 33 педагог тăрăшать.

Уйрăммăн Ренат Валиуллин ТР Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнипе йӗркеленӗ Тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас, аталантарас ыйтусемпе комисси (ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов ертсе пырать) Ассамблея проекчӗсене тӗрев пани çинчен каласа пачӗ. 2023 çулта Комисси пулăшнипе нумай нациллӗ вырсарни шкулӗ 10 наци уйрăмӗ валли наци музыка инструменчӗсем туяннă, ку фольклора аталантарма май панă.  Хусанта тутар тата чăваш чӗлхисемпе хăй тӗллӗн вӗренмелли (самоучитель) çӗнӗ кӗнекесем тухнă. Проекта Тутар кӗнеке издательстви асăннă комисси пулăшнипе пичетленӗ. Юлашки виçӗ çулта пилӗк – удмурт, мари, халӗ вара чăвашпа тутар – хăй тӗллӗн вӗренмелли кӗнеки тухнă. 

Ренат Валиуллин наципе культура пӗрлешӗвӗсене çавра сӗтелсемпе, конференцисемпе, наци апачӗсене хатӗрлессипе мастер-классем йӗркелесе «Культура эрнисем» тематикăллă мероприятисем ирттерме сӗнчӗ.

 

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев