Тутарстанра уйрăм çынсен банкротстви çинчен калакан заявленисем çулталăк хушшинче икӗ хута яхăн ӳснӗ
Çакăн çинчен ТР Арбитраж сучӗн председателӗ Максим Боровков пӗлтернӗ
2020 çулта Тутарстанăн Арбитраж судне уйрăм çынсен банкротстви пирки калакан 3828 заявлени килнӗ. Суд икӗ пине яхăн ӗçе пăхса тухнă. 2021 çулта 5728 заявлени килнӗ. Суд вӗсенчен тăватă пин ытла ӗçе пăхса тухнă. Суд нагрузкин кăтартăвӗ ӳсни паллă ӗнтӗ. Енчен те иртнӗ çул уйăхне 124 ӗç пăхса тухмалла пулнă пулсан, виçӗмçул уйăхне 98 ӗç кăна пулнă.
Аса илтеретпӗр, Раççейӗн Верховнăй сучӗ 1,5 миллион тенкӗ таран парăмсемпе банкротство процедурине судсăрах ирттерме сӗннӗ. Инстанци председателӗн сăмахӗсемпе, çакна пӗтӗм Раççейӗпе панкрута тухас текенсен ӗçӗсем ӳснине чакарма пулăшать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев