Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран Лисичанскпа Рубежное хулисене 16-мĕш гуманитари пулăшăвĕ çитнĕ

Тутарстан, «Единая Россия» парти пулӑшнипе, Лисичанскпа Рубежное хулисенче пурӑнакансем валли 200 тоннӑна яхӑн гуманитари пулӑшăвĕ çитернӗ.

Тиеве Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене илсе çитерекенсем Луганск Халăх Республикин Халӑх Канашӗн депутачӗсем Владимир Санкинпа Алексей Околелов.

«Паян пирӗн ӗçтешсем, «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмĕ Рубежное тата Лисичанск хулисем валли гуманитари тиевӗ илсе килчӗç. Пулӑшу пурĕ вунӑ фурӑран тăрать, вӗсенчен иккӗшӗ Рубежнӑя, саккӑрӑшӗ Лисичанска кайнӑ. Тиев йышӗнче юсав ӗçӗсем тумалли материалсем: кирпӗчсем, ӗç хатӗрӗсем тата ытти япаласем пур», – каласа панă Алексей Околелов.

Гуманитари пулӑшӑвне пухма Анат Кама, Сарман, Çӗнӗ Шуçăм, Мензеле, Балтаси, Мамадыш, Тури Услон, Апастово, Елабуга, Кайпӑç муниципаллӑ районӗсем тата Хусанти Киров тата Приволжский районӗсем хутшӑннӑ.

Тиев йышӗнче – çӗр тонна ытла пахча çимӗç, ӗçмелли шыв, кӗрпе, консерва, харпӑр гигиена хатӗрӗсем, тумтир тата вырӑн хатӗрӗсем, хӗрӗх тонна кирпӗч тата строительство материалĕсем. Унсӑр пуçне Лисичанскпа Рубежное шкулӗсене ТР Вӗрентӳ тата наука министерстви туяннӑ 10 тата 11-мӗш классем валли «История России» учебникĕсене тата Лисичанскри шкул библиотекисем валли пилӗк пин кӗнеке илсе çитернӗ.

«Каллех Тутарстан пире хӑйӗн парнисемпе савӑнтарать. Пирӗн çынсем яланах çак пулӑшӑва кӗтеççӗ. Пире çак çӑмӑл мар самантра пулӑшнӑшӑн, çак ӗçе хутшӑнакансене пурне те пысӑк тав», — тенӗ Лисичанскра пурӑнакан Наталья.

СВО пӗтӗм тапхӑрӗнче Тутарстанран пурӗ 115 тиев машини ăсатнӑ. Ку вӑл 1750 тонна пухнӑ гуманитари пулӑшӑвӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: помощь