Республикăри гуманитари пулăшу пуçтаракан складсенче ӗç кашни кун вӗресе тăрать
«Пӗрлехи Раççей» партин регионри уйрăмӗпе пӗрле «Ярдэм янэшэ! Пулăшу юнашар» республика юхăмӗ пулăшнипе мартăн 18-мӗшӗнче япаласем тиенӗ машинăсем Лисичанска çул тытнă. Продуктсем, медикаментсем, çумалли-тасатмалли хатӗрсем, хуçалăх таварӗсем, горелкăсем, буржуйка кăмакасем, тумсем, стройматериалсем тата нумай кирлӗ-ха.
Çула май гуманитари миссийӗ грузăн пӗр пайне Луганск Халăх Республикин территорийӗнче тăракан ентешсене кӗртсе парӗ.
Гуманитари колоннине хатӗрлеме Саба, Сарман, Çӗнӗ Шуçăм, Элкел, Павлă, Çӗпрел, Лениногорск, Аксу, Пӗкӗлме тата ытти районсем хутшăнаççӗ.
Нет комментариев