Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран «Зарница 2.0» вăййа икӗ отряд хутшăнать

Июлӗн 20-мӗшӗнчен Оренбургра Пӗтӗм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййин округ тапхăрӗ иртет. Унта республикăран харăсах икӗ отряд хутшăнать. Кӗçӗн ӳсӗмри категорире çӗнтерӳшӗн Анат Камăри кадет шкулӗнчи «Волки-НК» команда кӗрешет, 14-17 çулсенчи хушшинче пӗрремӗш вырăншăн Лайăш районӗнчи професси пӗлӗве паракан вӗрентӳ организацийӗсен студенчӗсем кӗнӗ «Пиранья» команда тупăшать.

Оренбурга каяс умӗн хутшăнакансем республикăри «Авангард» центрта хатӗрленӳ иртнӗ. Занятисене ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем — тактикăпа пӗр-пӗрне пулăшасси пирки  учебниксенчен мар пӗлекен çынсем -ирттернӗ. Ачасем тактика медицинин ăсталăхне туптанă, палламан вырăна хăвăрт çул тупма вӗреннӗ, инженери хатӗрленӗвне, маскировкăна тата, чи пӗлтерӗшли, командăпа килӗштерсе ӗçлессине алла илнӗ.

Округ тапхăрӗнче хутшăнакансене анлă программа кӗтет, вӗсен вут-хӗм тата тактикăлла хатӗрленӗвӗнче, радиаци, хими тата биологи хӳтӗлевӗн (РХБЗ) пӗлӗвне, çавăн пекех пирвайхи медицина пулăшăвӗ парассинне кăтартмалла.

«Зарница 2.0»  йӗркелӳçисем социаллă сетьсенчи хастарлăхпа çыхăннă ятарлă конкурс тапхăрне пăхса хăварнă. Тутарстанра пурăнакансем ентешӗсене хушма балсем илме пулăшма пултараççӗ. Кун валли «ВКонтактери»  «Пиранья» отрядăн официаллă ушкăнне (https://vk.ru/club240064830)  çырăнмалла.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: игра зарница