Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри 55 кадет Самарти Астăвăм Парадне хутшăннă

1941 çулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче Куйбышевра çар парачӗ иртнӗ пулнă, çавна асăнса Самарăра Астăвăм Парачӗ иртнӗ

Унта Тутарстанри 55 кадет тата Совет Союзӗн Геройӗ Борис Кузнецов ячӗллӗ шкул-интернатра 8-11 классенче вӗренекен ачасем хутшăннă. Вилнисене асăнса тата Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тав туса Куйбышев лапамӗпе Çӗнтерӳ çулӗпе ятарлă операцине хутшăнакансем, РФ Хӗçпăшаллă çарӗсен, шалти структурăсен парад расчечӗсем иртнӗ. Вӗсемпе пӗрле парада çарпа патриотизм клубӗсене, çар вӗрентӗвӗн центрӗсене çӳрекенсем, вузсенче, кадет класӗсенче, суворов тата нахимов училищисенче вӗренекенсем, Атăлçи федераллă округăн мӗн пур 14 регионӗнчи тата Раççейӗн ытти субъекчӗсенчи юнармеецсем тухнă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев