Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри «Алабуга» Нью-Йоркра реклама вырнаҫтарса специалистсене каялла таврӑнтарасшӑн

«Алабуга» ятарлӑ экономика зони Манхеттен тӗп лаптӑкӗнче реклама вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑн пирки Татар-информа «Алабуга» гендиректорӗ Тимур Шагивалеев каласа панӑ

Баннер ҫине: "Киле таврӑнма вӑхӑт ҫитрӗ" - тесе ҫырнӑ.

"Чӑнах, эпир Тайм-Скверта реклама вырнаҫтартӑмӑр. Халӗ авиастроени, микроэлектроника, биотехнологи енчи хальхи профессиллӗ ҫынсем каялла хамӑрӑн ҫӗршыва, Тутарстана, "Алабугана" таврӑнни кирлӗ. Вӗсем пирӗн ҫӗршыва аталантармалла. Конкуренци ӳсни паллӑ, эпир пӗтӗм тӗчнери лидерсемпе ӑмӑртатпӑр", -каланӑ Тимур Шагивалеев.

Унӑн сӑмахӗсемпе, вырӑс чӗлхипе тунӑ реклама специалистсене каялла таврӑнтарма пулӑшать. "Реклама унта нумай вӑхӑт тӑмасть. Мероприяти символизмӗ пахарах. Реклама хакӗ ҫине пӑхмалла мар, ҫак специалистсем миллиард долларлӑх пӗлӳ илсе килӗҫ", - тенӗ вӑл.

Сӑнӳкерчӗк татар-информ сайтӗнчен

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев