Тутарстанри çул-йӗр пăтăрмахӗсене регистрацилекен центрсен опытне Раççейри регионсене сарма сӗнеççӗ
ДТП оформленийӗсен центрӗсем Тутарстанра ӗнтӗ пилӗк çул ӗçлеççӗ. Çак вăхăт хушшинче вӗсем халăх жалобисене самай чакарма пултарнă. Пурӗ республикăра çакнашкал центрсем улттă, вӗсенче комфортлă ӗç валли мӗн пур услови пур.
Çул-йӗр пăтăрмахне икӗ машина кăна хутшăннă пулсан, сиен пысăках мар пулсан, айăпли хăй йăнăшне йышăнать пулсан, машинăсем хăйсем çӳрееççӗ-тӗк – авари пулнă вырăна фотосем ӳкерсе, полицейскисене чӗнтермесӗрех регистраци центрне çул тытма пултараççӗ.
Асăннă центрсем европротоколсене тултарма пулăшаççӗ. Ӗçе пӗрлехи программа никӗсӗнче йӗркеленӗ, унăн ансатлăхӗ граждансене хăйсем тӗллӗн ӗçлеме май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев