Тутарстанри шкулсенче ачасене вӗçекен пилотсăр аппаратпа ӗçлеме вӗрентекен секцисем уçасшăн
Тутарстан шкулӗсенче ачасене пилотсăр вӗçекен аппаратсемпе ӗçлеме вӗрентекен секцисем уçма планлаççӗ. Вӗрентекенӗсем ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем пулӗç. Çакăн пирки «Татар-информ» информаци агентствине «Первый патриот» обществăлла организацин Тутарстанри уйрăмӗн председателӗ Ирина Самолдина пӗлтернӗ.
«Раççейӗн Пилотсăр спорчӗн федерацийӗ» Пӗтӗм Раççей организацийӗ «Первый патриотпа» пӗрле вӗçекен пилотсăр аппаратсем тăвакан «Авион» тулли мар яваплăхлă обществăпа пӗрле «Реабилитация через профессию: трудоустройство ветеранов СВО в сфере беспилотных технологий и тренерства» проект хута янă.

«Эпир Тутарстанра вӗçекен пилотсăр аппаратсемпе ӗçлеме вӗрентекен темиçе секци уçасшăн. Тренер пулма СВО ветеранӗсене явăçтарасшăн. Çапла туса эпир ветерансене ӗçпе тивӗçтерӗпӗр тата ачасене патриот пулма вӗрентӗпӗр. Ветерансем çавăн пекех шкулсенче «Разговоры о важном» класс сехечӗ вăхăтӗнче ачасене Тăван çӗршыва юратмалли пирки каласа парӗç, çар хатӗрленӗвӗн вăрттăлăхӗсене уçӗç», – тенӗ Ирина Самолдина.
Асăннă секцисенче 10 – 17 çулхи ачасен вӗренме май пулать. Кунта илнӗ пӗлӳпе ачасем малашне наукăра, промышленноçра, логистикăра, ял хуçалăхӗнче, спортра тата ытти нумай çӗрте усă курма пултараççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев