Тутарстанри суйлав участокӗсенче 14 пине яхăн сăнавçă ӗçлет
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри суйлав участокӗсенче 14 пине яхăн сăнавçă ӗçлет

Çакăн çинчен ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев Пӗрлехи информаци центрӗнче иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ.

«Сăнавçăсенчен 3 пине яхăн çын Тутарстанри общество палатинчен, пурӗ 14 пине яхăн сăнавçă регистрациленнӗ», – тенӗ спикер. Кондратьев хушса каланă тăрăх, паян ирхине Обществолла сăнав центрӗ уçăлнă.

«Пурте ăнланаççӗ, кашнин ӗçӗнчен суйлав кампанийӗн результачӗ килет. Суйлав кунӗсем уçă та паха иртмелле», – тесе палăртнă ТСК пуçлăхӗ.

РФ Патшалăх Думин VIII пухăвне депутатсем суйламалли тапхăр виçӗ кун иртет – сентябрӗн 17,18,19-мӗшӗсенче. Çав вăхăтрах Тутарстанри Патшалăх Канашне икӗ округпа хушма суйлав иртет – Азино тата Суденчески округӗсенче. Çавăнпа пӗрлех республикăри вырăнти хăйтытăмлăх округӗсен депутачӗсене суйлӗç.


Нет комментариев