Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри усламçăсем 3 миллиард тенкӗлӗх кредит каникулӗ илнӗ

Вăтам тата пӗчӗк бизнес предприятийӗсем валли пурӗ 2,9 миллиард тенкӗлӗх кредит каникулӗсене ырланă тесе пӗлтерет ТР экономика министерствин пресс-служби

Пурӗ усламçăсем 4,5 миллиард тенкӗлӗх заявка панă пулнă. «Пӗр эрне хушшинче 1,7 млрд тенкӗлӗх 118 заявка килчӗ, вӗсенчен 1,5 тенкӗлӗх 81 заявкăна кăна ырланă. Кредит каникулӗсене ытларах Нурлат, Тюлячи, муниципаллă районӗсен усламçисем кайнă. Çав вăхăтра 12 муниципалитетра çак программăпа заявкăсем çук. Сăлтавӗсем тӗрлӗрен пулма пултараççӗ. Апла пулин те, асăннă муниципалитетсене çакнашкал тӗрев кирлӗлӗхӗ пирки тӗплӗн анализ тума сӗнетӗп», - тенӗ ТР Премьер-министрӗн çумӗ – экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов. Çак сăмахсене вăл иртнӗ шăматкун ТР Министрсен Кабинетӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов ертсе пынă канашлура каланă.

Кредит каникулӗсем кредит тавăрса парассипе çур çуллăх отсрочка илме е тӳлевсене чакарма пултараççӗ. Программа сентябрӗн 30-мӗшӗччен ӗçлет. Министр пӗлтернӗ тăрăх, тӗрев енӗсем пирки хӗрӳ лини телефонӗсемпе илме пулать: (843) 293-16-94 и 524-90-90.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев