Тутлă, хăвăрт е шеф-поварсен асамлăхӗ
13 çӗршыв шеф-поварӗсен кубокӗ иртрӗ.
«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» халăхсем хушшинчи экономика форумӗ халяль стандарчӗсемпе апат хатӗрлесси çине те тимлӗх уйăрчӗ. 13 çӗршыв шеф-поварӗсен команди кулинари ăсталăхӗпе вăй виçрӗ.
Тӳрех каласа хăварам, питӗ хӗрӳ иртрӗ вăл. Тӗнче шайӗнчи 150 шеф-повар кулинари вӗрентӗвӗн учрежденийӗсен студенчӗсемпе пӗрле сехет çурăра виçшер тӗрлӗ апат (какайпа тата какайсăр, тинӗс продукчӗсенчен вӗри апат, закуска тата пылак десерт) хатӗрлерӗç.
«Тӗнче шайӗнчи шеф-поварсен опычӗпе паллашни маншăн чи хаклă парне пулчӗ», – терӗç Пăвари ветеринари техникумӗнче повар-кондитера вӗренекен Гелине Чумаринăпа Ильсие Гумерова. Ăмăртура вӗсем закуска, аш-какайран вӗри апат тата пылак десерт хатӗрленӗ иккен. «Питӗ хумхантăмăр пулсан та задание 100 проценчӗпех пурнăçларăмăр, япăх та мар тесе шанатпăр. Ыттисем апат мӗнле хатӗрлени çав тери килӗшрӗ. Интереслӗ апат нумайччӗ», – йăл кулчӗç ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗсене кӗтекен хӗрсем. Малашнехи тӗллевӗсем пысăк ентешсен, алла диплом илсен Мускав, ют çӗршыв ресторанӗсенче ӗçлесе шеф-повара çитесшӗн.
Пăва пикисем, çавăн пекех ыттисем хатӗрленӗ апатсене халăхсем хушшинчи жюри комиссийӗ кулинари критерийӗсем тăрăх хакларӗç. Чи пултаруллине хаваслă лару-тăрура кубокпа чыслӗç. Тепӗр тесен çамрăксемшӗн парнинчен ытла опыт пухни пӗлтерӗшлӗрех. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев