Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ спектакль

Куракансем вăрçă çулĕсенчи сăнлакан спектакле кăмăллăн йышăнни вĕсем тăвăллăн алă çупнинчен паллă пулнӑ

 

Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ умӗн, февралӗн 22-мӗшӗнче Чистай районӗнчи Анат Кӑтратари Культура ҫуртӗнче Н.Анкилов пъеси тӑрӑх лартнӑ "Салтак арӑмӗ" спектаклӗн премьери пулнӑ.

Культура ӗҫченӗсемпе спектакльте вылянӑ ял халӑхӗ премьерӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине тата ТАССР 100-ҫуллӑхне халалланӑ.
Николай Анкилов вӑрҫӑччен те калавсем ҫыркаланӑ, анчах чӑн-чӑн писатель таланчӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑл хаҫат редакцийӗнче, радиора, телевидение ӗҫлеме тытӑнсан палӑрнӑ. Омск облаҫӗнче ӗҫленӗ чухне вӑл редакци заданийӗпе Муромцевски районӗнчи пӗр ялта Александра Шашкова дояркӑпа паллашать. Ҫак хӗрарӑм шӑпи "Салтак арӑмӗ" пьессӑри тӗп геройӑн Марийка Уварован сӑнарне калӑплама пулӑшнӑ.
Пьесăри ĕçсем 1941-1945 çулсенче пулса иртеççĕ. Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылри халăх – хĕрарăмсем, ватă-вĕтĕ – май пур таран фронта пулăшма тăрӑшаҫҫӗ: тыр-пул, пахча çимĕç ÿстерсе, чăлха-нуски çыхса аякри вăрçă хирне ăсатаҫҫӗ. Колхоз председателĕ Григорий Алексеевич хуҫалӑха май пур таран сыхласа хăварма тăрăшать.

Куракансем вăрçă çулĕсенчи сăнлакан спектакле кăмăллăн йышăнни вĕсем тăвăллăн алă çупнинчен паллă пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев