Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тырă сахал пухнă-тăк, унăн хакӗ ӳсет

Тутарстанра икӗ миллион та 341 пин тонна тырă пухса кӗртнӗ. Вăтам тухăç пӗр гектартан 15,4 центнерпа танлашать. Виççӗмӗш класлă туллăн пӗр килограмне 17 тенкӗпе сутаççӗ.

ТР ял-хуçалăх минитсрӗ Марат Зяббаров сăмахӗсемпе, паянхи куна республикăра аномалиллӗ çанталăк условийӗсенче çитӗннӗ тырпула пухса пӗтернипе пӗрех. 30 пине яхăн гектар вырăнмасăр юлнă.

Зяббаров палăртнă тăрăх, Тутарстан муниципалитечӗсен хушшинче тырă вырса илессипе Элкел, Чистай, Арск районӗсем малта, вӗсенче 100-шер пин тонна ытла пӳлмесене кӗнӗ.  

«Тырă клинӗн продуктивлăхӗпе Тукай, Теччӗ, Чистай, Балтаси, Заинск районӗсем малта, – тенӗ министр, – Ку списокра хыçалта Элмет, Тури Услон, Кайпăç районӗсем пыраççӗ».

Министр сăмахӗсемпе, çӗр ӗç культурине ӳстерни, тыр-пула çитӗнтерессинче профессионалсем тăрăшни, ӳсен-тăрансене хӳтӗлес мероприятисене вăхăтлă пурнăçлани çанкашкал çанталăк условийӗсенче те тырă пухса илме май панă. Зяббаров пӗлтернӗ тăрăх, республикăра акăнакан кашни гектар пуçне 72,7 кг удобрени кӗртнӗ. Ку кăтарту пӗлтӗрхинчен 9 процента ирттерет.

Кăçал тутарстансем 1 миллион та 559 пин гектар çинчен тырă вырса илӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев