Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Учука Шупашкарти телеоператорсем ӳкернӗ

Июнӗн 25-мӗшӗнче Элмет районӗнчи Патраклăра Кама леш енчи чăвашсен «Учук» уçă фестивалӗ иртнӗ

Вырăнти чăвашсемшӗн вăл питӗ пысăк тӗн пӗлтерӗшӗллӗ уяв шутланать. Патраклăра çулсерен Учук йăлине тăваççӗ. Ир-ирех ялти мӗн пур çын ятӗнчен вăкăр е сурăх пусса чӳклеççӗ, тыр-пул ăнса пултăр тесе кӗлтăваççӗ.

Ирхине 10.00 сехетре фестиваль пуçланнă. Унта районти чăваш фольклор ушкăнӗсем, çывăхри районсенчен килнӗ хăнасем хутшăннă. Урамри уявра туслăх атмосфери хуçаланнă. Пултарулăх коллективӗсем чăваш халăхӗн юррисене юрласа, ташшисене ташласа куракансене савăнтарнă. Авалхи чăвашсен юррисем, йăлисем çынсен кăмăлӗсене кайнă. 

Ыттисемпе пӗрле «Учук» фестивале Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнчи «Илем» (ертӳçи Владимир Охотников) пултарулăх ушкăнӗ те хутшăннă.  Олег Цыпленков ертсе пыракан Шупашкарти «Суварфильм» телекомпани «Учука» камерăсемпе ӳкерсе илнӗ. 

Мӗн пур хутшăнакана тата коллектива йӗркелекенсем дипломсем тата асăнмалăх парнесем панă.   

Владимир Охотников сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев