Суйлав кунӗсенче Тутарстанра 69 культура мероприятийӗ иртет. РФ Патшалăх Думине депутатсем суйласси республикăра пурăнакан кашни çыншăн уяв пултăр тесе тăрăшаççӗ йӗркелӳçӗсем
Кăçал чылай суйлав участокӗнче мастер-классем ӗçлеççӗ, ашшӗ-амăшӗ суйлава хутшăннă вăхăтра ачи-пăчи ӗçе хăнăхать. Фольклор ушкăнӗсем, музыка коллективӗсем кӗтсе илеççӗ суйлавçăсене участоксене.
Çакăн çинчен Пӗрлехи информаци центрӗнче ТР кульура министрӗн пӗрремӗш çумӗпе Юлия Ильдаровна Адгамовăпа Хусан хула Ӗçтăвкомӗн ертӳçин социаллă ыйтусен енӗпе çумӗ Азат Искандарович Абзалов каласа пачӗç.
«Çак кунсем сирӗншӗн çемьепе пӗрле пулма, çывăх çынсемпе пухăнма сăлтав пулса тăччăр. Кашни участока хăтлăх кӳме тăрăшрăмăр, килти пек канлӗ туйччӗр хăйсене çынсем», – мероприятисен тӗллевне уçса пачӗ Юлия Ильдаровна.
Мероприятисем «Пӗтӗм çемьепе суйлава!» акци çинче никӗсленеççӗ. Ахальтен мар çак виçӗ кун патшалăх музейӗсене, галерейăсене суйлавра илнӗ сулăпа кӗресси çинчен всейсемьёйнавыборы. рф сайтра тӗплӗн çырса кăтартнă, ăçта, хăш вăхăтра йышăннине те палăртнă.
Сентябрӗн 18, 19, 20-мӗшӗсенче Хусан ТР Наци музейӗпе унăн филиалӗсене, «Хусан Кремльне», Свияжск хулинчи, Пăлхарти, Елабугăри музейсене кӗме пулать. Хусанти зооботсада та сулăпа кӗртессине пӗлтерчӗ Азат Искандарович, анчах çак кунсенче кӳрсе килнӗ сакăр жирафран пӗрне те курасси пулмӗ – вӗсем инçе çулта ывăннă, пӗр тапхăр канса вăй пухма, çӗнӗ çӗре хăнăхма карантинра тытаççӗ Африкăн илемлӗ чӗрчунӗсене.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Нет комментариев